Суббота, 27 апреля

Финанс пĕлĕвне ӳстерни усăллă 

Нумаях пулмасть районти тĕп библиотекăра кунта куллен çӳрекенсене финанс пĕлӳлĕхне онлайн мелпе вĕрентес ĕçе пикеннĕ. Наци библиотекин лапамĕнчен пыракан урока муниципаллă библиотекăсем çăмăллăнах хутшăнаççĕ.

Мероприятин тĕп темисенчен пĕри — социаллă пулăшу мерисемпе усă куракансен харпăр хăй укçа-тенкĕ тытăмĕнчи финанс пĕлӳлĕхĕ тата хăрушсăрлăхĕ. Финанс хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсем патшалăх пулăшăвĕсен цифровизацийĕпе, вĕсене электрон мел çине куçарнипе, «социаллă казначейство» формачĕ урлă, çав шутра заявленисĕрех, тӳлевсене панипе çыхăннă. Хăш-пĕр пулăшусене илме пĕр заявлени е укçана куçармалли расчет счечĕ çинчен калакан информаци те çителĕклĕ. Çавăнпа та пĕрремĕш урок валли «Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн электрон пулăшăвĕсем тата сервисĕсем» темăна суйланă.

Онлайн-заняти вăхăтĕнче итлекенсем ПФР-ăн электрон сервисĕсем мĕнле ĕçлени çинчен пĕлнĕ. Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕсенчи клиент службисен ĕçне йĕркелесе пыракан управленин начальникĕн çумĕ Инна Петрова Пенси фондĕнчен пулăшу илмелли алгоритма тĕплĕн ăнлантарнă, электрон майпа пулăшу илесси меллĕ пулнине палăртнă, заявленисĕрех паракан пулăшусем çинчен каласа панă, ыйтусем çине хуравланă. Трансляци вĕçленнĕ хыççăн районти клиент службин ертӳçи Ирина Самарина ПФР сайтĕнчи гражданинăн Харпăр хăй кабинетĕнче тата мобильлĕ хушăмра мĕнле ĕçлемеллине кăтартса панă. Пурте пĕрле йышăнăва çырăнма, пенсие илсе килесси çинчен заявлени çырма, справка илме хăтланса пăхнă. Мероприятие хутшăнакансем сервис меллĕ тата усă курма çăмăл пулнине палăртнă.

Çакăн пек онлайн-уроксем малашне те пулĕç. Вĕсенче аслă ăру çыннисем, сахал тупăшлă тата ачаллă çемьесем çине пысăк тимлĕх уйăрĕç.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *