Воскресенье, 28 апреля

Çĕртме тăваççĕ

Çĕртме тăваççĕ

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче тырпултан пушаннă лаптăксем кунран-кун хушăнсах пыраççĕ. Уяр кунпа усă курса «Хир карапĕсем» иртен пуçласа каçченех уйра ĕçлеççĕ. Паянхи куна чылай хуçалăхра вырма ĕçĕсене вĕçленĕ. Пуçтарса кĕртмелли лаптăксем «Заря», «Пайгас», «Победа», «Восток»  ЯХПКсенче, «Урожай» колхозра, «Госсорткомисси» ФПУ-ра юлнă.

«Слава картофелю» агрофирмăра  канмалли кунсенче çĕрулми кăларма тухнă. Хальлĕхе çак ĕçе 1 гектар çинче пурнăçланă, 40 тонна пуçтарса кĕртнĕ, вăтам тухăç — 400 центнер.

Сентябрĕн 5-мĕшĕ тĕлне районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 36855 тонна пуçтарса кĕртнĕ.  Вăтам тухăç хальлĕхе кашни гектар пуçне 31,2 центнерпа танлашать. Уйрăм культурăсенчен кĕрхи тулă аван тухăç панине палăртмалла. Ку тырă «Слава картофелю» агрофирмăра кашни гектартан 45 центнер, «Рассвет» ЯХПКра — 40,3 центнер, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче 38,5 центнер тухнă.

Районĕпе кĕр тыррисем акма 3800 гектар çĕр хатĕрленĕ: «Урожай» колхоз (240 гектар), «Восток» ЯХПК (300 гектар), «Слава картофелю» агрофирма  (230 гектар), Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ (150 гектар), «Асаново» ЯХПК (169 гектар).

Кĕрхи çĕртме тăвасси «Урожай» колхозра (450 гектар), «Восток» ЯХПКра (270 гектар), «Родина» фермер хуçалăхĕ (200 гектар) аван пырать.

 Ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлесси те малалла пырать. Районĕпе 15704 тонна сенаж, 7590 тонна утă, 5241 тонна силос янтăланă.

Хирсенче ĕç шавĕ кĕрлесе тăрать. Çĕр ĕçченĕ мĕн çитĕнтернине вăхăтра пуçтарса кĕртессишĕн тăрăшать.

Р.Басников.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *