Воскресенье, 28 апреля

Александр Кошкин ячĕпе палăк уçнă

Иртнĕ эрнере Шурут ялĕнче, Украинăра çар операцийĕ вăхăтĕнче паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă Александр Кошкин ячĕпе палăк уçнă.

Палăк уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Елчĕк тата Комсомольски районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов, Шурут вăтам шкулĕн педагогĕсемпе вĕренекенĕсем,  районти пограничниксен  тата моряксен ветерансен организацийĕсен членĕсем,   салтакăн  çывăх çыннисем,  юлташĕсем, ял халăхĕ хутшăннă.

«Çар çыннисемшĕн патриотизм туйăмĕ тата çар тивĕçĕ яланах малти вырăн йышăннă.  Салтаксем йывăр самантра та Раççейшĕн кар тăраççĕ. Вĕсен паттăрлăхне пула эпир кăвак тӳпе айĕнче çӳретпĕр. Чыс та мухтав вĕсене! Эпир паттăрсен ячĕсене ĕмĕр-ĕмĕр чĕресенче упратпăр», — палăртнă Александр Николаевич.

Кашни тухса калаçакан Александр Кошкин ячĕ ĕмĕрлĕхех историе çырăнса юлнине, унăн ятне асра тытнине асăннă.

Каччă Шурут-Нурăс ялĕнче çуралса ӳснĕ, Шурут вăтам шкулĕнче пĕлӳ илнĕ. Шкул пĕтерсен Шупашкарти машина тăвакансен техникумне вĕренме  кĕнĕ. 2016 çулта çар ретне тăнă, çулталăк çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн контракт çырса çак тивĕçне малалла тăснă. Шел пулин те,  пурнăçĕ вăхăтсăр таталнă. Паттăр салтака вилнĕ хыççăн «Хăюлăхшăн» орденпа наградăланă.

Тăван тăрăхра унăн ячĕпе палăк лартни вара пархатарлă ĕç. Çак ĕçе пĕтĕмпех ашшĕ-амăшĕ, Фаинăпа Сергей Кошкинсем тата тетĕшĕ, Юрий Кошкин, çывăх çыннисем тăрăшнипе пурнăçлама май килнĕ.

(Хамăр инф.).

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *