Халăх сывлăхне сыхлас, медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатас тĕлĕшпе «Единая Россия» партин халăх программинче пĕлтерĕшлĕ ĕçсем палăртнă.
Акă, 2025 çулччен республикăра 6 çĕнĕ поликлиника, врач амбулаторийĕсем — 15, пĕтĕмĕшле практика врачĕн 9 уйрăмне тумалла, 27 медицина учрежденине тĕпрен юсамалла, 88 фельдшерпа акушер пунктне хута ярса модернизацилемелле. Партин «Здоровое будущее» проекчĕпе Чăваш енре халĕ ĕçлекен «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе тунă фельдшерпа акушер пункчĕсенчен çурринчен ытларахăшне çĕнетнĕ. Иртнĕ çул халиччен пулман ялсенче 5 çĕнĕ ФАП çуртне хута янă. Пирĕн районта та пĕлтĕр Кайнлăк тата Элпуç ял тăрăхĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕн çĕнĕ çурчĕсем ĕçлеме пуçланă. Ял халăхне медицина пулăшăвĕ пама пултаракан 15 ФАП ĕçлет. Кăçал вĕсен çумне Çĕнĕ Шăхранти çавăн пек медицина учрежденийĕ хутшăнмалла. Ăна кĕске вăхăтрах хăпартса лартнă. Халĕ шалти ĕçсем пыраççĕ. Кĕçех халăха тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ пама май паракан ФАП çурчĕ халăха йышăнма пуçлĕ.
Кашни муниципаллă районăн ял çыннисен сывлăхне тĕрĕслеме тухса çӳрекен фельдшерпа акушер пункчĕ пур. Пур ФАПсене те пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтарнă. Çакă медицина ĕçченĕсене пациентсен электронлă картипе ĕçлеме, территорисем хушшинчи центрсемпе тата республикăри больницăсемпе çыхăнма май парать.
Республикăра «Земский доктор» тата «Земский фельдшер» программăсем аван пурнăçланса пыраççĕ. Чăваш енре унпа 203 тухтăр тата 71 фельдшер усă курма пултарнă. Ун пеккисем пирĕн районта та пур.
Палăртнă ĕçсем çулсеренех пурнăçланса пыраççĕ. Çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшасси партин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать.
Ю.Михайлов
хатĕрленĕ.