Воскресенье, 21 апреля

«Кăвак çулăм» çунать, кил-çурт  хăтлăхпа тулать

Пирĕн тăрăхра газ та, нефть те, çĕр айĕнчи усăллă материалсем те кăлармаççĕ. Анчах та районта та вăл чĕртаврсемпе халăха туллин усă курма май паракан службăсем пур. Вĕсенчен пĕри —  «Газпром газораспределение Чебоксары» АОн Канашри филиалĕн Комсомольскинчи газ участокĕ. Уяв умĕн унăн ертӳçипе В.А.Черновпа курса калаçрăм, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма ыйтрăм.

— Газ участокĕн ĕçченĕсем районти 52 ялти çутçанталăк газĕ кĕртнĕ 8500 пурăнмалли çурт-йĕре, предприятисемпе организацисен, учрежденисен хутса ăшăтмалли 240 котельнă- йĕсене пăхса тăрать. Коллективра пĕтĕмпе 36 çын вăй хурать, — кĕскен паллаштарчĕ Валерий Александрович участок пирки сăмах пуçарсан.

Пирĕн района çутçанталăк газĕ илсе çитерес тĕлĕшпе 1990 çулсен пуçламăшĕнче ĕçсем тытăннă. 1995 çулта Аслă Чурачăк ялĕнчи пĕрремĕш киле «сенкер çулăм» çитнĕ. 2000 çул тĕлне вара районти чылай ялта çутçанталăк газĕ çунма пуçланă. Малалла çак ырлăхпа усă куракансен йышĕ çулсеренех хутшăнса пынă. Газ оборудованийĕсене пăхса тăракансем, юсама пултаракансем кирлĕ пулнă. Районти газ участокĕнче  ятарлă пĕлӳ илнĕ специалистсем килсе пынă. Н.Г.Красновăпа Ю.В.Николаев, А.В.Кокарев газовиксем кунта малтанхи кунсенченех тăрăшаççĕ. С.А.Юнусов газосварщик, Н.Г.Замков, Р.Р.Гибатдинов, А.В.Галкин, Р.А.Феткуллин, А.В.Совин слесарьсем те чылай çул çак ĕçре тăрăшса паха опыт илнĕ. Вĕсем çамрăксене пулăшса пыраççĕ, кирлĕ вăхăтра сĕнӳ-канаш параççĕ.

Газ участокĕнче 3 служба ĕçлет. Аварипе диспетчер служби талăкĕпех дежурствăра. Ун ĕçне О.В.Токмакова мастер йĕркелесе пырать. Вĕсем инкек-мĕн пулас пулсан яланах çула тухма хатĕр тăраççĕ. Урамсенчи, ялсем хушшинчи оборудовнисемпе пăрăхсене пăхса тăрас енĕпе эксплуатаци службин ĕçченĕсем тăрăшаççĕ. Ăна А.В.Стратилов ертсе пырать. Вĕсем газ çитерекен оборудованисене çу кунĕсенчех   тĕплĕн пăхса яраççĕ, юсаççĕ, сăрлаççĕ…  Хĕллехи шартлама сивĕсенче кашни киле ăшă пытăр тесе тăрăшаççĕ. Газ кĕртнĕ çуртсене пăхса тăрас, юсас енĕпе А.К.Гимальдинов мастер служби ĕçлет. «Пурте тăрăшаççĕ, ĕçсене пахалăхлă пурнăçлаççĕ», — тет ертӳçĕ.

Газ ĕçченĕсен çăвĕн-хĕлĕн ĕç нумай. Пурăнмалли çуртсенчи  газ кăмакисене, плитисене графикпа тĕрĕслесе техобслуживани тумалла. Çавăнпа та газ участокĕн ĕçченĕсем кашни яла çитеççĕ, кашни çуртра пулса оборудованисен юсавлăхне тĕрĕслеççĕ, ĕçленĕ чухне хăрушлăх кăларса ан тăратчĕр тесе тăрăшаççĕ. Çурт хуçисене газ приборĕсемпе тĕрĕс усă курмалли йĕркесемпе паллаштараççĕ. 2021 çулта Раççей Президенчĕ В.Путин газ кĕртсе пĕтерессине вĕçлес енĕпе ятарлă программа йышăннă. Ăна пурнăçлас енĕпе те газ участокĕнче тăрăшакансем чылай ĕç тăваççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа район çыннисенчен «кăвак çулăм» кĕртес енĕпе чылай заявка пулнă. Вĕсене кĕске вăхăтрах пăхса тухма, ĕçсене пуçăнма тăрăшаççĕ.  Ку вăхăт тĕлне 47 киле çутçанталăк газĕ илсе çитернĕ те, вĕсенче «кăвак çулăм» çунать. Клиентсем ытларах Урмаел, Тукай Мишер ялĕсенчи çĕнĕ пӳрт хуçисем. Унсăр пуçне Чĕчкен, Хырхĕрри тата ытти ял тăрăхĕсенчи ялсенчен те газ кĕртес ыйтусемпе килнĕ.

Комсомольски районĕнче çутçанталăк газĕ çитмен килсене «кăвак çулăм» парас енĕпе республикăра ăнăçлă ĕçлесе пыни пирки «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ООО тата «Газпром газораспределение Чебоксары» АО генеральнăй директорĕ Александр Бусыгин та палăртнă. Çакăнта, паллах, районти газ участокĕн ĕçченĕсен тӳпи те пысăк.

Района çутçанталăк газĕ çитни çынсен пурнăçпа йăла ыйтăвĕсене лайăхлатас енĕпе курăмлă улшăнусем тума май панă. Газ участокĕнче тăрăшакансем вара хăйсен енчен халăх шартлама сивĕре те ан шăнтăр, ĕç хыççăн ăшă пӳлĕмсенче кантăр тесе ĕçленĕ, ĕçлеççĕ те. Çынсене хăтлă пултăр тесе вĕсем талăкĕпех хуралта.

Газ участокĕн ертӳçи ĕçченсене уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлать. Пурнăçра çирĕп сывлăх, тулли телей, вăрăм ĕмĕр сунать. Малашне те вĕсен халăх ырлăхĕшĕн тăрăшма вăй-хал, ăнăçу пултăр.

Ю.Гаврилов.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *