Пятница, 19 апреля

Çунтарнăшăн – штраф

Çанталăк типĕ те шăрăх тăрать. Çавăнпа та пушар тухасран уйрăмах  асăрхануллă пулмалла. Кирек ăçта пулсан та уçă çĕрте вут чĕртме юрамасть. Халĕ ялсенче çынсем пикенсех çĕрулми кăлараççĕ, авăрсене çунтарса яма тăрăшаççĕ.  Юлашки вăхăтра кашни кунах ялсенче сĕрĕм-тĕтĕм карса илнине асăрхама пулать. Сывлама та йывăр, уçăлса çӳреме те кансĕр.

Кил çывăхĕнче ăпăр-тапăр çунтарни çав тери хăрушă. Вут алли вăрăм теççĕ, хуралтăсене хыпса илес хăрушлăх пысăк. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем ялсенче рейдсем ирттереççĕ,  çунтарнă  тĕслĕхсем пулсан штрафлаççĕ. Вĕсен виçисем пысăк. Район çыннисене тепĕр хут вут-кăварпа асăрхануллăрах пулма ыйтатпăр.

И.АНАНЬЕВ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *