Пятница, 19 апреля

Выльăх-чĕрлĕх сывлăхĕшĕн тăрăшаççĕ

Выльăх-чĕрлĕх ырă сывă ӳстĕр, чир-чĕре пула ан хавшатăр тесе тăрăшаççĕ районти ветеринари ĕçченĕсем. Вĕсем ял хуçалăх предприятийĕсенчи çеç мар уйрăм çынсен выльăхĕсене те пăхса тăраççĕ.

Пирĕн районта ытларах мăйракаллă шултра выльăх, сыснасем, лашасем, сурăхсем, кайăк-кĕшĕк тытаççĕ. Вĕсен йышĕ сахалах мар. Чирлесен вĕсене пулăшакансем шăпах ветеринарсем пулса тăраççĕ. — Выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен районти станцин 6 участокĕпе 4 пунктĕнче 31 ĕçчен тăрăшать. Вĕсем пурте пултаруллă, хăйсем суйласа илнĕ ĕçе пахалăхлă та юратса пурнăçлама тăрăшаççĕ. Коллектива хастар çын Сергей Алексеевич Васильев ертсе пырать. Ĕçченсемпе пĕр чĕлхе тупса районта выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе ăнăçлăх хуçалантăр тесе тимлет. Шел пулин те, районта ветеринари кадрĕсем çитмеççĕ. Çамрăксем вĕренӳ заведенийĕсене пĕтернĕ хыççăн яла килме тăрăшмаççĕ. Вĕсем ытларах хулари е район центрĕнчи ветеринари аптекисене е урăх çĕре вырнаçаççĕ. Хальхи вăхăтра тĕллевлĕ направленисемпе 2 çамрăк вĕренет-ха. Ку, паллах, çителĕксĕр. Ял хуçалăх предприятийĕсен, выльăх-чĕрлĕх тытакан ытти формăллă хуçалăхсен ветеринарсене тĕллевлĕ вĕренме ярас пирки шутламалла, — тӳрех калаçăва паянхи чи çивĕч ыйтусенчен  пуçларĕ «Комсомольскинчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци» бюджет учрежденийĕн начальникĕн çумĕ А.Г.Шайдуллин. Вăл ветеринарире 25 çула яхăн тăрăшать. Вăрнарти совхоз-техникум пĕтернĕ хыççăн 1998 çулта кунта ĕçлеме пуçланă та, паянхи кунчченех вăй хурать. Опытлăскер, пĕрле ĕçлекенсене те сĕнӳ-канашсемпе пулăшса пырать. Ара, малтанхи çулсенче хăй те аслă юлташĕсенчен нумай вĕренсе пынă. Вăл вăхăтра Р.М.Велимухаметов начальник пулса ĕçленĕ те, унăн вĕрентсе каланисене паянхи кун та асра тытать. Малалла Айдар Гаязетдинович хăйсен юратнă ĕçĕнче нумай çул тăрăшакан выльăх тухтăрĕсене асăнчĕ. «Слава» ЯХПКри Радиф Рахматуллин, «Дружба» ЯХПКри Борис Яковлев, «Луч» ЯХПКри Федор Яковлев, «Труд» ЯХПКри Рифгать Минуллин, «Рассвет» ЯХПКри Петр Зверев, «Дубовка» ОООри Наталья Ефимова, «Сюрбеево» ОООри Рамиль Зейдуллин хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн ăстаçăсем. Районти станцире тăрăшакан Р.М.Велимухаметов, А.К.Тукаева, Йăлмахвари З.Г. Максимова, Аслă Çĕрпӳелĕнчи Р.Р.Минатуллов, Çĕнĕ Мăратри В.В.Андреев, Асанкассинчи Н.Н. Топтыгина ветеринаринче чылайранпа вăй хурса халăхра ырă ят çĕнсе илнĕ. Уяв кунĕнче Айдар Гаязетдинович ветерансене, Э.Г. Ильязова, М.И.Фоминана, В.А.Недрована, Г.М.Федорована тата ыттисене те ырăпа асăнчĕ.

Каларăмăр ĕнтĕ, районта выльăх-чĕрлĕх йышлă. 15272 пуç мăйракаллă шултра выльăх (вĕсенчен 7 пин ытла уйрăм çынсенче), 5972 пуç ĕне (3214-шĕ халăхра), 1284 пуç лаша шутланса тăрать. Кунсăр пуçне уйрăм çынсенче 1004 пуç сысна, 4330 пуç сурăх, 50524 пуç кайăк-кĕшĕк пур. Вĕсен сывлăхĕшĕн тăрăшаси — ветеринарсен тĕп тĕллевĕ.

— Вăл е ку чир пуçланасран асăрханас тĕлĕшпе планпа профилактика ĕçĕсене вăхăтра туса ирттеретпĕр. Туберкулез, бруцеллез, лейкоз чирĕсенчен асăрханас, вăл чирсене çийĕнчех тупса палăртас тĕллевпе выльăхсен юнне илсе тĕрĕслетпĕр. Кӳршĕ республикăсемпе облаçсенче сыснасен африка чумине тата кайăк-кĕшĕкĕн грипне тупса палăртни пире сисчĕвленме хистет. Вăл чирсем питĕ хăрушă, хăвăрт сарăлма пултараççĕ. Вĕсенчен асăрханас енĕпе влаç органĕсемпе те, ял хуçалăх предприятийĕсемпе те, халăхпа та ĕçлеме тивет, — тет А.Шайдуллин.

Халăх патне пахалăхлă выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ çеç çиттĕр тесе те тăрăшаççĕ ветеринари ĕçченĕсем. Çавăнпа та районти выльăх пусмалли 7 ятарласа хатĕрленĕ цехсен ĕç-хĕлĕпе, унти санитари условийĕсемпе паллашсах тăраççĕ. Çĕнĕ регламент тăрăх выльăха ятарласа хатĕрленĕ, пур условисем те тунă вырăнта çеç пусма юрать.

Ветеринарсен ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Чирлĕ выльăха пулăшу панипе пĕрлех вĕсем тĕреклĕ те сывлăхлă ӳсчĕр, продукци ытларах паччăр, чир-чĕр ан çулăхтăр тесе те нумай тăрăшаççĕ. Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци ветеринарсене уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, тулли телей сунать. Вĕсем пулсан вăй-хал та тапса тăрĕ, ăнăçу та юнашар çӳрĕ.

Ю.Гаврилов.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *