«ЧЕБДОБРО»  çынсене пулăшать

Августăн 29-мĕшĕнче Комсомольскинче «Единая Россия» парти тата район администрацийĕн пуçарăвĕпе килĕшӳллĕн  «ЧЕБДОБРО» ыркăмăллăх организацийĕн  районти филиалĕ  уçăлчĕ. Филиала уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, «ЧЕБДОБРО» ыркăмăллăх  организацийĕн   ертӳçи тата пуçаруçи Роман Родионов, районта пурăнакансем хутшăнчĕç.   Кашниех районта çакăн йышши организаци уçма май килнишĕн  савăннине пĕлтерчĕç. Чăннипех те малашне йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене çăмăлрах килĕ, вĕсем  кирлĕ япаласене кунтах тупса илĕç.

Ыркăмăллăх фончĕн филиалĕ   ĕнерхи  кунтан  «Магнит» суту-илӳ çурчĕн (кивĕ зданийĕ) виççĕмĕш хутĕнче ĕçлеме пикенчĕ.  Мĕн тăвать-ха асăннă пункт;  Кунта йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсем, нумай ачаллă  çемьесем тата ыттисем те  килсе хăйсене кирлĕ тавар суйласа илме пултараççĕ.  Роман Родионов  пĕлтернĕ тăрăх  таварсен ассортименчĕ пуян, арçын ачасемпе хĕрачасем,  хĕрсемпе хĕрарăмсем, арçынсем валли   тĕрлĕ тавар пур.  Вĕсене пĕтĕмпех ятарласа уйăрса хунă.   Унпа пĕрлех район çыннисем  ыркăмăллăх  организацине  хăйсем те тĕрлĕ тумтир, атă-пушмак, теттесем илсе килсе пама пултараççĕ.

— Таварсене килсе панă чухне пакетра е курупкара мĕн пуррине палăртса çырса хума  ыйтатпăр. Çавăн пекех тата асăрхаттаратпăр: япаласем таса, типтерлĕ  пулмалла.  Эпир сире кашни кунах 8—12 сехетсенче кĕтетпĕр, шăматкун, вырсарникун — канмалли кунсем.  Пирĕн волонтерсем кашнине пулăшма хатĕр! — палăртрĕ Роман Михайлович.

Филиал уçăлнă кунах Александр Осипов  ыркăмăллăх фондне   пулăшу кӳрсе йывăр лару-тăрури çынсем валли япаласем илсе çитерчĕ.  Çавăн пекех Надежда Романова  предприниматель те пушă алăпа килмен. Вăл та çак кун филиала  çĕнĕ тумтир  килсе пачĕ.

 Ырă туни, ырăпа таврăнать теççĕ. Апла пулсассăн кашниех  ырă тума васкар, алă парса пулăшар.

А.АНТОНОВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *