Четверг, Сентябрь 29

Выставка уçăлчĕ

Выставка уçăлчĕ

Августăн 25-мĕшĕнче учительсен конференцийĕ умĕн «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче Геннадий Николаевич Петровăн «Ялти учителĕн тата унăн вĕренекенĕсен пурнăçĕ- пе ĕçĕсем» выставка уçăлчĕ. Пур экспонат та Хырхĕрри тĕп шкулĕн физика учителĕн пурнăçĕпе пултарулăхне туллин уçса параççĕ.

Геннадий Николаевич Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. Аслă Чурачăкри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче физика учителĕн профессине алла илнĕ. Хăйĕн ĕçне чунĕпе парăннă учитель кашни ачапа пĕр чĕлхе тупса физика, астрономи, технологи предмечĕсене юратма вĕрентет. Алли унăн чăннипех те ылтăн. Вăл мĕн кăна ăсталамасть-ши!? Унăн ĕçĕсемпе тĕплĕнрех паллашас текенсене музея çитсе курма  сĕнетпĕр.

А.МАТРОСОВА.

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code