Ветерансем иртнине пĕтĕмлетрĕç, тĕллевсене палăртрĕç

Ĕçпе вăрçă, çар тата право сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсен районти советне туса хунăранпа 35 çул çитрĕ. Çак ятпа район администрацийĕн залĕнче савăнăçлă мероприяти йĕркелерĕç. Унта  ветерансемсĕр пуçне районти тĕрлĕ предприятисемпе организацисен, обществăлла пĕрлешӳсен ертӳçисемпе специалисчĕсем те чылайăн хутшăнчĕç.

Малтанах хисеплĕ ветерансене хаваслăхпа лайăх кăмăл-туйăм сунса культура ĕçченĕсем çепĕç юрă-çемĕ парнелерĕç. Делегатсем район центрĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунисене халалласа лартнă палăк патне чечек çыххисем хучĕç. Организаци виçĕ теçетке çул çурă тăршшĕнче мĕнле ĕçлесе пыни пирки  районти ветерансен совечĕн председателĕ Ю.С.Тимофеев анлă доклад туса пачĕ. Вăл хăй сăмахĕсенче чылай ыйту çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Докладра ветерансен совечĕ пуçламăш утăмсем мĕнле тунинчен пуçласа паянхи кун ĕçĕ-хĕлĕ яр уççăн курăнчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов ветерансен совечĕ ялсенчи ватăсен пурнăçĕпе интересленсе тăни, çамрăксене патриотизмла воспитани парас тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ утăмсем тунине палăртса хăварчĕ, район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ. РФ Пенси фончĕн районти клиент службин ертӳçи И.И.Самарина ветерансене саламларĕ, районти пенсионерсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн Ю.С.Тимофеева Тав çырăвĕпе чысларĕ. Çавăн пекех вăл пенси фончĕн электронлă сервисĕсемпе тата пулăшăвĕсемпе паллаштарчĕ, ултавçăсенчен мĕнле асăрханмаллине ăнлантарчĕ, хăйсем ирттерекен пĕрлехи мероприятисене çитсе вĕсене хутшăнма чĕнчĕ. Халăха социаллă пулăшу парас енĕпе ĕçлекен районти центр директорĕ Т.Г.Смирнова, ветерансен юхăмĕн хастарĕ И.Г.Белобаева, Тукай ял тăрăхĕнчи ветерансен совечĕн председателĕ М.А.Краснова тата ыттисем те сăмах илсе калаçрĕç, районти ветерансен совечĕ ячĕпе ырă сăмахсем каларĕçĕ В.И.Пундяков пленума хутшăнакансем ыйтнипе хăй çырнă сăввисене вуласа пачĕ.

Пуçтарăннисем «Комсомольски районĕнчи ветерансен организацийĕн хисеплĕ ветеранĕ» ята районти советăн председателĕн çумне В.И.Пундякова тата «Вăрçă ачисем» обществăлла организаци ертӳçине А.И.Турханова пама йышăнчĕç. Çавăн пекех районти ветерансен организацийĕн Хисеп кĕнекине  1992—1995 çулсенче районти ветерансен советне ертсе пынă Л.А.Драндрова, ветерансен совечĕн пуçламăш организацийĕн председателĕсене А.Ф.Волкова (Нĕркеç), Л.М.Тихоновăна (Çĕнĕ Шăхран) тата районти ветерансен совечĕн хальхи председательне Ю.С.Тимофеева кĕртрĕç.

Пленум ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ, пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетнипе пĕрлех малашнехи тĕллевсене те палăртрĕç. Юрий Сергеевич ветерансен юхăмне аталантарас енĕпе курăмлă ĕçсем тунисене Пĕтĕм Раççейри ветерансен Тĕп совечĕн тата Чăваш Республикин Президиумĕн Хисеп грамотисене парса чысларĕ.

Районти ĕçпе вăрçă, çар тата право сыхлавĕн ветеранĕсен совечĕ малашне те яланхи пекех районăн обществăлла-политикăлла пурнăçне хастар хутшăнас, ачасемпе çамрăксене патриотизмла воспитани парас тĕллевсемпе ĕçлесе пырĕ.

Г.Юрьев.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *