Хирте ĕç вĕрет, тырă пӳлмене кĕрет

Çĕр ĕçченĕн август уйăхĕнче уйрăмах ĕçсем йышланса çитеççĕ. Тырпула вырса çапса тĕшĕлемелле, улăма та пуçтарса илмелле, кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлемелле, кĕрхи çĕртме тума пуçăнмалла. Çав вăхăтрах выльăх апачĕ хатĕрлесси те чарăнса лармасть.

«Труд» ял хуçалăх кооперативĕн кăçал 650 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем пуçтарса илмелле. Августăн 21-мĕшĕнче комбайнсем çурхи тулă уйĕнче тăрăшаччĕç. Дмитрий Шуряшкинпа Минрамиль Алимов комбайнерсем пĕрре мар вырмана хутшăнаççĕ. Хăйсен ĕçне алăри пилĕк пӳрнене пĕлнĕ пек  пĕлекенсем вырса çапакан техникăна тухăçлă ĕçлеттереççĕĕ «Хир карапĕсем» çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ. Бункерсем тулсан тырра йĕтем çине Ильфат Низамутдиновпа Рашид Гибатдинов водительсем      çийĕнчех турттарса тăраççĕ. «Кăçал кĕр тыррисем аван тухăç пачĕç, çурхисем те япăх мар. Хальлĕхе вăтам тухăç кашни гектар пуçне 30 центнерсем патнелле. Пучахсем тулли, пĕрчисем шултра. Тыр-пула пуçтарса кĕртме çанталăкĕ те парать», — тет кооперативăн тĕп агрономĕ Г.В.Кузьмин уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарнă май.

 Хуçалăхра улăма та çийĕнчех пуçтарассине йĕркеленĕ. Александр Яковлевпа Минрешит Тимергалеев механизаторсем преспа ăна тюкласа пыраççĕ. Кĕр тыррисем акма 33 гектар çĕр хатĕрленĕ. Кĕрхи çĕртме тума та ку хуçалăх районта чи малтан пуçланă. Алексей Трофимов механизатор «Кировец» тракторпа иртен пуçласа каçченех хирте. Хальхи вăхăт тĕлне вăл 200 гектар ытла çĕре сухалама та ĕлкĕрнĕ.

Йĕтем çине кĕнĕ тырра çийĕнчех алласа, тасатса, вăрлăхлăх уйăрса пыраççĕ. Кунти ĕçсене йĕтем заведующийĕ Наиле Гимранова йĕркелесе тăрать. Пĕрремĕш бригадăри Надежда Флегентова, Галина Шикарева, Людмила Шуряшкина, Диана Ипатова ĕçченсем тырра тасатнă çĕрте тăрăшаççĕ. Шкул ачисем Динара, Айдар, Ильмар Бикбулатовсем те çуллахи каникул кунĕсенче хуçалăха пулăшма йĕтем çине тухнă. Тырă тасатакан техникăна Эмир Гафуров, Владимир Шуряшкин, Иван Николаев машинистсем пăхса тăраççĕ, кăлтăксем пулсан çийĕнчех юсаса пыраççĕ. Таса тырра кĕлетсене автомашинăпа Сергей Наумов турттарса тăрать, вăлах кладовщик та. Йĕтем çинче ĕç шавĕ автомашинăсем комбайнсем патĕнчен тырă турттарма чарăничченех лăпланмасть.

Хуçалăхра выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе те ăнăçлă ĕçлеççĕ. Кунта 3100 тонна сенаж, 400 тонна утă янтăланă.

Хуçалăхри ĕçченсем уяр кунсемпе  туллин усă курса çу каçа мĕн çитĕнтернине вăхăтра та тăкаксăр пуçтарса кĕртессишĕн тăрăшаççĕ.

Ю.Гаврилов.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *