Понедельник, 15 июля

Тырпул пуçтараççĕ, суха ĕçĕсем тăваççĕ

Тырпул пуçтараççĕ, суха ĕçĕсем тăваççĕ

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче вырма ĕçĕсем вăй илсех пыраççĕ. Пур хуçалăхсенче те комбайнсем иртен пуçласа каçченех хирте.

Августăн 22-мĕшĕ тĕлне 5752 гектар лаптăк çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем пуçтарса илнĕ. Вăл шутран 2096 гектар кĕрхи тулă, 573 гектар ыраш,1956 гектар урпа, 573 гектар çурхи тулă, 381 гектар сĕлĕ, 158 гектар пăрçа, 15 гектар викаĕ 18262 тонна тырă йĕтемсем çине кĕнĕ. Хальлĕхе вăтам тухăç кашни гектар пуçне 31,7 центнерпа танлашать. «Слава картофелю» агрофирмăра, «Рассвет», «Дружба», «Асаново», «Слава» ЯХПКсенче, Белкинăн фермер хуçалăхĕнче ку кăтарту татах та пысăкрах.

Районĕпе кĕр тыррисем акма 1389 гектар çĕр хатĕрленĕ, Самаринăн фермер хуçалăхĕнче 50 гектар кĕрхи тулă акнă. 9 хуçалăхра тракторсем кĕрхи çĕртме тунă çĕрте тăрăшаççĕ. Ку ĕçе 1235 гектар çинче пурнăçланă.

Выльăх апачĕ хатĕрлесси те чарăнса ларман. Хальлĕхе ял хуçалăх предприятийĕсенче 15704 тонна сенаж, 7139 тонна утă, 5241 тонна силос пур.

Р.Басников.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *