Понедельник, 15 июля

Ĕçсем тăваççĕ, проектсене пурнăçлама тăрăшаççĕ

Августăн 17-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче пысăк канашлу пулса иртрĕ. Унта районăн кăçалхи çур çулти социаллă-экономикăлла ĕçĕ-хĕлне пăхса тухса пĕтĕмлетрĕç. Район çыннисемпе тĕл пулса калаçма ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Г.Степанов, вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Д.А.Захаров, физкультурăпа спорт министрĕ В.В.Петров, ĕç тата социаллă хӳтĕлев министрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Л.Г.Арсентьева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.С.Краснов килсе çитнĕ.

— Канашлу ĕçне калаçу евĕрлĕ йĕркелĕпĕр. Эсир хăвăра интереслентерекен ыйтусене парăр, эпир вĕсене хуравлăпăр, — терĕ  В.Степанов хăй сăмахне пуçланă май. Малалла вăл республикăра, çав шутра пирĕн районта та халăх сывлăхне упрас тĕлĕшпе ĕçлекен «Сывлăх», «Демографи», «Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне модернизацилесси» тата ытти  наци проекчĕсем мĕнле пурнăçланса пынипе паллаштарчĕ. Районти тĕп больницăра пысăк юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Халĕ çавăн  пек ĕçсем Урмаел, Аслă Çĕрпӳел тата темиçе пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсенче пыраççĕ. Министра вăйпитти çулсенчи çынсем хушшинчи вилеслĕх пысăк пулни пăшăрхантарать. Сăлтавĕсен чылай пайĕ чир-чĕрпе мар тĕрлĕ инкексемпе, эрех-сăрапа наркăмăшланнипе çыхăннă. Ĕçлеме пултаракан çынсене диспансеризаци витĕр кăларас тĕлĕшпе те лайăхрах ĕçлемелли çинчен те  каларĕ. Çакă чирсене маларах тупса палăртса вăхăтра сиплев ĕçĕсем тума май панине çынсен хăйсен те ăнланмаллине çирĕплетрĕ. Пĕтĕм Раççейри пекех пирĕн республикăра та, районта та вилекенсен йышĕ çуралакансенчен пысăкрах. Медицина отраслĕнче кадрсем енĕпе те лару-тăру çăмăлах мар. Уйрăмах çакă яллă вырăнсенче сисĕнет. Ялсем тенĕрен, унти медицина пулăшăвĕн шайне лайăхлатас енĕпе правительство чылай ĕç туни çинчен чарăнса тăчĕ. Çĕнĕ ФАП   çурчĕсем  хута  каяççĕ, вĕсене паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен оборудованисемпе тивĕçтереççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов кăçал çулталăк пуçланнăранпа туса ирттернĕ ĕçсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Тĕпрен илсен мĕн палăртнине пурнăçланă. Хăш-пĕр енĕпе пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен лайăхрах та ĕçленĕ. Районта нумай хутлă çуртсене, вĕсем патне пыракан çулсене юсас тĕлĕшпе пăхса хăварнă чылай ĕçсене вĕçленĕ. Газификаци, энергоснабжени, шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе те тăрăшнă. Çулсене пăхса тăрас, вĕсене юсас енĕпе те сахал мар ĕç пурнăçланă. Социаллă сферăна аталантарас тĕлĕшпе те курăмлă ĕçсем пур. Тукай ялĕнче клуб, Çĕнĕ Шăхранта фельдшерпа акушер пункчĕсен çĕнĕ çурчĕсене тăваççĕ, тата чылай çĕрти сывлăх, культура, вĕрентӳ сферинчи обьектсене юсаççĕ. «Городская среда» программăна пурнăçласа район центрне тирпей-илем кĕртес енĕпе те тăрăшнă. Александр Николаевич малашнехи тĕллевсемпе те паллаштарчĕ.

Кĕçех çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланать. Республикăри, çавăн пекех пирĕн районти шкулсенче ачасене кĕтсе илме мĕнле хатĕрленни пирки Д.Захаров министр чарăнса тăчĕ. Вĕрентӳ системине модернизацилес ыйтусене хускатрĕ. Çитĕнекен ăрăва воспитани парас енĕпе ĕçсене лайхлатса пымаллине палăртрĕ. «Точка роста» шкулĕсем уçни вĕренӳ учрежденийĕсене пахалăхлă лаборатори оборудованийĕсемпе тивĕçтерме май пани çинчен каларĕ.

Халăх сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе çынсене физкультурăпа, спортпа туслаштарни, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарни пысăк пĕтерĕшлĕ пулни пирки В.Петров министр чарăнса тăчĕ. Районта ку енĕпе палăрмаллах ĕçсем пурнăçланине палăртрĕ. Ачасемпе çамрăксене спорта явăçтарас тĕлĕшпе тренерсемпе физкультура учителĕсен тимлĕрех ĕçлемеллине палăртрĕ. ГТО комплексĕн нормисене парас енĕпе халăха ытларах явăçтармалла, çынсене спорт хăнăхтарăвĕсем тума вĕсем пурăнакан вырăнсенче кирлĕ условисем туса памаллаĕ Çак шухăшсем палăрчĕç ун сăмахĕсенче.

Ĕç  тата социаллă хӳтлĕх министрĕн ĕçĕсене тăвакан Л.Арсентьева хăй сăмахĕсенче тĕпрен илсен халăха ĕçпе  тивĕçтерес ыйтусене хускатрĕ. Хăй тĕллĕн ĕçлесси, социаллă контрактсем, профориентаци пĕлĕвĕ тата ытти пирки те тĕплĕн каласа пачĕ. Республикăра тата районта ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси мĕнле шайра пулнипе паллаштарчĕ. Пирĕн районти 13 уйрăм предприниматель, хушма хуçалăх тытса пыракан 32 çын социаллă контрактсем тунă. Вĕсене малалла ĕçлеме патшалăх пулăшу парать.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.Краснов районти культура çурчĕн çĕнĕ çуртне, Комсомольскинче шыв тасатмалли сооруженисем тăвас ыйтăва хускатрĕ.

Пуçтарăннисем правительство членĕсене чылай ыйту пачĕç, министрсем вĕсене пăхса тухса кирлĕ йышăнусем тума пулчĕç.

Ю.Гаврилов.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *