Четверг, 8 декабря

Спорт вăй-хал, кӳрет, сывлăха çирĕплетет

Спорт вăй-хал, кӳрет, сывлăха çирĕплетет

ӳт-пӳ сывă, сывлăх çирĕп пултăр тесен ытларах хусканусем тумалла. Ку енĕпе физкультурăпа тата спортпа туслă пулни пулăшать. Районта  сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем сахал мар. Вĕсем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ ăмăртусенче тĕрĕслеççĕ. Районта çеç мар республика шайĕнчи тупăшусенче те малти вырăнсем йышăнаççĕ. Вĕсен камсенчен тĕслĕх илмелли пурĕ Пирĕн районта çуралса ӳснĕ В.Воронков йĕлтĕр спорчĕ енĕпе Олимп чемпионĕ, В.Чернова СССР чемпионки ятсене çĕнсе илнĕ. Эпир çĕршывĕпех паллă спортсменсемпе З.Ефремовăпа, Т.Красновăпа, Д.Григорьевăпа чăннипех те мухтанма пултаратпăр. Районăн спорт историйĕнче тарăн йĕр хăварнă спорт тусĕсене татах та нумай асăнма пулать. Вĕсенчен чылайĕшĕ халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ пулин те спортри пĕрремĕш утăмĕсене пирĕн тăрăхра тунă.

Спорта юратасси ачаран пуçланать. Шăпах шкул çулĕсенче вĕренекенсем хăйсене килĕшекен енсене суйласа илсе тренировкăсем ирттерме пуçлаççĕ. Пĕрремĕш çитĕнӳсем малалла ăнтăлма хистеççĕ. Кун пек чухне юнашар хавхалантарса, пулăшса пыракансем пурри уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн районти шкулсенче ун пек педагог-физкультурниксем ĕçленĕ, ĕçлеççĕ те. В.И.Плешков, А.Ф.Волков, Г.Н.Петухов, А.В.Гаврилов, Т.И.Волкова, А.А.Тихонов, В.М.Гаврилов тата ытти спортпа физкультурăна чун-чĕрисемпе парăннă учительсем тав сăмахне тивĕç. Ача-пăча тата çамрăксен спорт шкулĕн тренер-педагогĕсем, инструкторĕсем те Е.А.Тихонов, С.В.Остапенко, Д.В.Панин, В.В.Акчурин, Г.Г.Совин хăйсене шаннă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ. Вĕсен воспитанникĕсем районти, республикăри ăмăртусенчен лайăх кăтартусемпе таврăнаççĕ.

Халăха спортпа туслашма пулăшас, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарас тĕлĕшпе нумай мероприятисем йĕркелеççĕ. Çулран-çул иртнĕ май паллă çынсене халалланă чылай ăмăрту йăлана кĕчĕ. Акă, раштав уйăхĕнче районти депутатсен Пухăвĕн, «Слава картофелю» агрофирмăн призĕсемшĕн волейбола выляса тупăшусем ирттереççĕ. Унта хамăр тăрăхран çеç мар урăх районсенчен те спортсменсем хутшăнаççĕ.

Кăçал Олимп чемпионĕ В.Воронков ячĕпе иртекен йĕлтĕрĕсен ăмăртăвĕ те чылай çынна старта тăма хавхалантарчĕ. Шкул çулне çитмен ачасенчен пуçласа ветерансем таранах çак кун йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç. «Лыжня России» ăмăрту та çулсеренех хăй тавра çынсене ытларах та ытларах пуçтарать. Йĕлтĕр спорчĕпе кăçал хăйсен ушкăнĕнче ăмăртнă спортсменсем хушшинче В.Кудрявцев (Тăманлă Выçли), Д.Белкова (Хырхĕрри), С.Осипова (Аслă Чурачăк) вĕренекенсем малти вырăнсене çĕнсе илчĕç. Спорт ветеранĕсем Н.Ятманов,   Н.Сахров, А.Самаркин та лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. З.Тимаев, В.Арсентьева, В.Калашников, В.Гаврилов, В.Лаврушкин спортсменсем аслисем хушшинчи  ăмăртусене час-часах хутшăнаççĕ.

Районти ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем район тулашĕнчи тупăшусенче те лайăх кăтартусем тăваççĕ. Е.Давыдов,   Т.Гисматуллин, Н.Казаков, Р.Алимов, А.Андреев ку спорт енĕпе республикăн пĕрлештернĕ команди йышĕнче. Вĕсем Чăваш ен чысне çĕршыври ăмăртусенче хӳтĕлеççĕ. Ачасене кĕрешӳ ăсталăхне туптама Е.Козлов, И.Минсафинов тата ытти  тренерсем те нумай пулăшаççĕ.

Пирĕн районта ытларах çӳлерех асăннă спорт ăмăртăвĕсемсĕр  пуçне çăмăл атлетика, футбол, волейбол, шашка-шахмат, сĕтелçи теннисĕ, баскетбол, алă вăйне виçесси, кире пуканĕ йăтасси тата ытти енсемпе те тупăшусем иртеççĕ. Çавăн пекех çĕнĕ спорт енĕсем те аталанса пыраççĕ. Акă, кăçал Н.Сахров воспитанникĕсем Ралинăпа Рамина Салиховасем Пĕтĕм Раççейри «Детская Лига»  триатлон ăмăртăвĕнче чи малти вырăнсене йышăнчĕç.

Çамрăк спортсменсене пур çĕрте те тĕслĕх кăтартакансем — пирĕн ветерансем. Вĕсем кашни ăмăртăва хутшăнма тăрăшаççĕ, ӳсекен ăрăва спорта юратма хавхалантараççĕ. В.Пундяков, Н.Ятманов, В.Скворцов, Н.Волков, Р.Сапожникова,   Н.Афанасьева, В.Яндров тата ытти ветерансене ырăпа асăнса хăварас килет.

Районта пурăнакан пур спортсменсемпе ветерансене, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене Физкультурник кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, тупăшусенче ăнăçусемпе пысăк çитĕнӳсем сунатпăр. Спортсменсен республика, çĕршыв шайĕнчи ăмăртусенче те пысăк кăтартусем тума вăй-хал тапса тăтăр.

В.Денисов,

«Кĕтне» ФСК директорĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *