Пятница, 26 апреля

Ветерансем çул çӳревре пулнă

Чăвашпотребсоюз аппарачĕн ветеранĕсем Комсомольски районĕнче пулчĕç. Вĕсем суту-илӳпе, общество апатланăвĕн предприятийĕсемпе, Комсомольски райповĕн тата ООО «Кооператор» ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Çавăн пекех Луцки салинчи Хусанти Турă амăшĕн храмне тата Урмаелĕнчи Рахимулла хазрат Миназетдинов ячĕпе хисепленекен мечете çитсе курчĕç. Тĕлпулăва  потребитель кооперацийĕн ветеранĕсем Евгений Иванович  Карпеевпа Евгения Анатольевна Карпеева та хутшăннă.

Ветерансем çак çул çӳреве йĕркеленĕшĕн Чăвашпотребсоюза тав турĕç. «Эпир райпо ветерансемшĕн тăрăшнине, потребкоопераци аталаннине, пурнăçпа пĕр тан пынине куратпăр», — палăртнă ветерансен совечĕн председателĕ Надежда Наумова. «Производство предприятийĕсем çирĕпленни, продукцин пахалăхне лайăхлатма тăрăшни савăнтарать», — шухăш-кăмăлне пĕлтернĕ тивĕçлĕ канури Зоя Кузнецова.

«Эпир хамăрăн ветерансене курма яланах хавас. Пирĕн пĕр-пĕринчен вĕренмелли нумай. Ăс-хакăлпа çамрăклăх çак ĕçре тачă çыхăнса тăрать. Пĕрле тăрăшса, килĕштерсе ĕçлесен çеç кăтартусем лайăх пулаççĕ», — тенĕ райпо совечĕн председателĕ Светлана Грачева.

А.Матросова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *