Четверг, 25 апреля

Ирпе  те, каçпа та хуралта

Уяр та шăрăх çанталăк  тăнă вăхăтра вут-çулăм сиксе тухас хăрушлăх пысăк. Çавăнпа та пушар хуралĕн ĕçченĕсем  ирĕн-каçăн сыхлăхра. Вĕсем çынсене те тимлĕрех пулмалли çинчен асăрхаттарсах тăраççĕ.

Инкек сиксе тухсан унта район центрĕнчи 31-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсем çитиччен вырăнтах вут-çулăма хирĕç кĕрешекенсем пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Районта чылай çĕрте ял тăрăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсен вăйĕсемпе пушар хуралне тытса тăма май тупаççĕ. Чĕчкен ял тăрăхĕнчи «Труд» ял хуçалăх кооперативĕ те темĕнле йывăр вăхăтсем пулсан та ăна пĕтермен, сыхласа хăварма пултарнă. Кунта ĕçлекенсемпе хуçалăх ертӳçи Р.М.Шарафутдинов та, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов та кăмăллă. Ăнсăртран «Хĕрлĕ автан» сиксе тухсан вĕсем вырăнти инкек вырăнне çеç мар кӳршĕ ялсене те çитме васкаççĕ. Кунта М.Х. Ялалдиновпа Ф.А.Фахрутдинов пушар хуралĕн ĕçченĕсем талăк тăршшĕпех сыхлăхра тăраççĕ. Минефенил Халирахманович 1986 çултанпах вăй хурать. Пушар сӳнтермелли техника яланах юсавлă пултăр тесе çине тăрать, вĕсене пăхсах тăрать. Шыв сирпĕтекен хатĕрсем кирлĕ шайра пулмаллине вăл никамран та лайăхрах ăнланать. М.Ялалтдинов «Труд» хуçалăхра механизатор пулса та тăрăшать. Ферма таврашĕнчи ĕçсене пурнăçланипе пĕрлех вăл хĕрӳ вăхăтсенче уй-хир ĕçĕсене те хутшăнать.

Пушар хуралĕнче 35 çул ытла тăрăшса Минефенил Халирахманович ял çинче ырă ят çĕнсе илнĕ. Кăçал ăна районти пушар чаçне туса хунăранпа 60 çул çитнĕ ятпа юбилей медалĕпе наградăланă.

«Ял çыннисем тăрăшса ĕçлеччĕр, кăмăлтан канччăр. Вĕсен пурнăçне, кăмăл-туйăмне вут-çулăм сиксе тухса ан пăлхаттăр. Вăрă киле те пĕр япала анчах илсе каять, пушар вара хăй хыççăн нимĕн те хăвармасть. Çавăнпа та çынсен хăйсен те асăрхануллăх çинчен манмалла мар», — тет М.Ялалдинов.

Ю.Гаврилов.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *