Подъездсем умне тикĕсленĕ

И.Кабалин ячĕллĕ микрорайонта пурăнакансем тахçантанпах вĕсен картишĕ хăтлăланасса кĕтнĕ. Çапах та çĕнĕ çул сарнă хыççăн подъездсем умĕнче шыв кӳленчĕкĕсем капланса тăра пуçланă. Картиш таврашне хăтлăлатни çынсен пурнăçне лайăхлатас вырăнне сиен кӳнĕ.

Уйрăмах 16-мĕш  номерлĕ çуртăн подъездĕнче пурăнакансем шыв-шур чăрмавĕсем урлă сиксе каçаймаççĕ. Çынсем социаллă сетьсенче чăрмантаркан ыйтăва  татса пама ыйтса çырнă. Çак ӳпкеве «Единая Россия» партин «Молодая Гвардия» вырăнти уйрăм ертӳçи В.Кокарев асăрханă.

«Социаллă сетьсене тăтăшах пăхса тăратăп. И.Кабалин ячĕллĕ микрорайонта пурăнакан пабликре комментари вырнаçтарнă. Вăл çумăр çуса иртнĕ хыççăн подъезд умĕнче шыв пуçтарăнса тăнине пĕлтернĕ. Пурăнакансене чăрмав кӳнине палăртнă. Уйрăмах çумăрлă çанталăкра. Çакăн хыççăн эпир хăй ирĕкĕпе пулăшас текен çынсен ушкăнне пуçтартăмăр. Подъезд умĕнчи лаптăка тикĕслерĕмĕр, çĕнĕ çулпа пĕр тан танлаштартăмăр. Урăх кунта шыв кӳленчĕкĕсем кунти çынсене чăрмав кӳмĕç», — палăртать В.Кокарев.

А.Алексеева.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *