Понедельник, 15 июля

Хирсенче ĕç йышланса пырать

Уйсем сарă тĕспе витĕнчĕç. Районти чылай ял хуçалăх предприятийĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене пуçтарма    тухрĕ.

Августăн 8-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем 646 гектар лаптăк çинче кĕрхи тулă вырнă. Вăтам тухăç хальлĕхе кашни гектар пуçне 32,2 центнерпа танлашать. Çавăн пекех «Труд» ЯХПК 30 гектар ыраш, «Искра» колхоз 40 гектар урпа пуçтарса илнĕ. Ку культурăсен вăтам тухăçĕ те 30 ытла центнерпа танлашать.

Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем те малалла пыраççĕ. Хальлĕхе 12410 тонна сенаж, 5967 тонна утă, 4813 тонна силос янтăланă. Хуçалăхсем кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлеççĕ. Ку ĕçе 547 гектар çинче пурнăçланă.

Август уйăхне кĕтĕмĕр те, уй-хирсенче ĕç йышлансах пырать. Ял хуçалăх предприятийĕсем вĕсене вăхăтра та пахалăхлă тума тăрăшаççĕ.

Р.Басников.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *