Юбилейпе саламларĕç, вăрăм ĕмĕр сунчĕç

Çĕнĕ Шăхран ялĕнче  пурăнакан Мироновсен кил-çуртне çак кунсенче халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Сăлтавĕ те пур, Вера Филимоновна 90 çул тултарчĕ.

Ачисемпе мăнукĕсемпе, тăванĕсемпе пĕрле сумлă юбилей ячĕпе саламлама Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова та çитрĕ. Вырăнти ветерансен совечĕн председателĕ пулнă май эпĕ те унта пултăм, ватă çынран кун-çулĕ пирки каласа пама ыйтрăм. РФ Президенчĕ В.В.Путинăн саламлă телеграммине вуласа панă хыççăн район администрацийĕн тата ял тăрăхĕн хаклă парнисене патăмăр. Вера аппа вара хăйне хисеплесе килни, ăна манса кайманни темле пысăк парнерен те пахарах пулнине палăртрĕ. 9 теçеткене ярса пуссан та вăл кил-тĕрĕшре аванах кăштăртатса çӳрет-ха, ăс-тăнпа калаçать.

В.Миронован пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ районти ялсенчи нумай хĕрарăмран ытлашши уйрăлса та тăмасть пулĕ. Мĕн пĕчĕкренех ĕç çумне çыпçăнса ӳснĕ. Ачалăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсене лекнĕ те, нуши-тертне сахал мар курма тивнĕ. Каярахпа та çăмăл пурнăç кĕтмен вĕсене. Тус-тантăшĕсемпе пĕрле Владимир облоçне торф кăларма тухса каять. Унтан таврăнсан районти тĕп больницăра 5 çул тăрăшать. 1955 çулта Комсомольски хĕрĕ Çĕнĕ Шăхранти чипер те маттур Валерий Мироновпа çемье çавăрать. Килĕшӳллĕ мăшăр икĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратаççĕ. Вăй çитерсе уйрăлса тухса çĕнĕ пӳрт-çурт хăпартаççĕ, хуралтăсем çавăраççĕ. Вĕсем телейлĕ малашлăха ĕмĕтленнĕ, паллах. Анчах та Верăн мăшăрĕ сарăмсăр пурнăçран уйрăлать. Хĕрарăрăм 4 ачапа пĕччен тăрса юлать. Кĕçĕнни 6 çулта анчах пулнă-ха. Вĕсене ура çине тăратас тесе нумай тăрăшать Вера Филимоновна. Малтан Ленин ячĕллĕ колхозăн Çĕнĕ Шăхранти ферминче пăрусем пăхать, каярахпа чылай çул сысна самăртнă çĕрте вăй хурать. Çав вăхăтрах килти ĕçсене пуçтарма та, ачисене тĕрĕс воспитани парса ӳстерме те вăхăт тупать. Хастар ĕçшĕн В.Миронова нумай наградăсене тивĕçнĕ. Ăна «Ĕç ветеранĕ» медаль парса та чыс тунă.

Пĕтĕм пурнăçне ачисене панă вăл. Вĕсем ырă-сывă çитĕнччĕр, çĕршывшăн юрăхлă çынсем пулччăр тесе çине тăнă. Ачисем пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Вĕсемпе чăннипех те мăнаçланма пултарать вăл. Аслă хĕрĕ Галина учительница пулса ĕçленĕ, Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнать. Геннадий нумай çул ял хуçалăх производствинче тăрăшса «ЧАССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ  ята тивĕçнĕ. Надежда бухгалтер профессине суйласа илнĕ, районти тĕрлĕ организацисенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вячеслав чылай çул инженерта вăй хунă, халĕ хăй хресчен-фермер хуçалăхне ертсе пырать. Шăпах унăн çемйипе пурăнать те ĕнтĕ Вера аппа. Ачисем, 10 мăнукĕпе 9 мăнмăнукĕ тăтăшах килсе-кайсах тăраççĕ ун патне. Вĕсемпе ăшшăн калаçать ват çын.

Малашне те сывлăху çирĕп пултăр, вăй-халу ан иксĕлтĕр санăн, Вера аппа!

Л.Тихонова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *