Понедельник, 24 июня

Ыйту – хурав

Ыйту – хурав

Банкран эпĕ ыйтман СМС килчĕ. Мĕн тумалла?

Енчен те банк номерĕнчен ятарлă кодлă СМС килсен, çак кода никама та пĕлтермелле мар, кредит организацийĕн пулăшу службине шăнкăравласа çакăн çинчен каламалла. Анчах СМС-ра килнĕ кода банк ĕçченĕсене те пĕлтерме юрамасть.

Хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем çăмăллăхлă кредит илме пултараççĕ-и?

Хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем çăмăллăхлă программăпа предприниматель ĕçне аталантарма кредит илме пултараççĕ. Унăн шайне çак схемăпа шутласа кăлараççĕ «тĕп ставка Ç 3,5%». Паянхи кун вăл 11,5 процентпа танлашать.

Ăна мĕнле условисемпе параççĕ?

Çак программăна хутшăнакан кашни банкăн хăйĕн кредит памалли условийĕсем пур. Вĕсемпе банксен сайчĕсенче паллашма пулать. Тĕслĕхрен, МСП Банкра хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем 5 миллиона таран кредит 36 уйăхчен илме пултараççĕ.

Хăш банксенче çакăн пек кредит илме пулать?

Программăна 100 банк хутшăнать.

Амăшĕн капиталне ачана вĕрентме мĕнле майпа тăкакламалла?

Амăшĕн капиталĕпе усă курса çемьери кирек хăш ача 25 çул тултаричченех вăл мĕнле те пулин вĕренӳ учрежденийĕнче вĕреннĕшĕн тӳлеме пулать. Вĕренӳ организацийĕ Раççейре, ятарлă лицензиллĕ пулмалла. Амăшĕн капиталĕпе çак тĕллевпе усă курас тесен Раççей Пенси фончĕн сайтне е Патшалăх пулăшăвĕсен порталне кĕрсе онлайн мелпе заявлени çырмалла. Раççей Пенси фончĕн вырăнти уйрăмне е нумай функциллĕ центра пырса та çакна тума пулать.

Çăмăллăхпа усă курса вĕренӳшĕн тӳлеме амăшĕн капиталне тăкакламан çыннăн паспорчĕ кирлĕ. Енчен те ача общежитире пурăнма палăртать пулсан, пӳлĕмшĕн хăçан тата мĕн чухлĕ тӳленине кăтартнă найм килĕшĕвĕ тата ача общежитире пурăннине çирĕплетекен справка кирлĕ.

Амăшĕн капиталĕпе пĕр вăхăтрах темиçе ачана вĕрентме те усă курма пулать. Тĕслĕхрен, çемьери пĕр ача колледжра вĕренет, тепри ача садне çӳрет пулсан.  

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *