Чăваш Енрен те хутшăнаççĕ

Чăваш Енрен те хутшăнаççĕ

Хальхи вăхăтра Пĕтĕм Раççейри «Интернета  тав — 2022» 8-мĕш конкурса заявкăсем йышăнакан тапхăр пырать. Конкурса «Раççей Федерацийĕн цифра экономики» наци программин «Цифра экономики валли кадрсем» федераллă проектăн тĕллевĕсене пурнăçлас тесе йĕркеленĕ. Унта компьютер пĕлӳлĕхне алла илессинче çитĕнӳсем тунă пенсионерсем хутшăнма пултараççĕ.

Конкурса Чăваш Енре пурăнакансенчен пĕрремĕш заявка килнĕ. Алевтина Годунова «Манăн интернет-çитĕнӳсем» номинацире хутшăнма кăмăл тунă. Алевтина Анисимовна 73 çулта. Вăл пенсионер, ĕç ветеранĕ, вăрçă хыççăнхи çулсенче çитĕн- нĕ çын. «Пĕр аллă çул каялла пуласлăхра чылай информаци ыйтăвне çын вырăнне компьютерсем татса парасса эпир шутлама та пултарайман. Компьютер сăмаха эпир илтмен те. Çур ĕмĕр хушшинче пурнăç питĕ вăйлă улшăнчĕ. Манăн интернетпа усă курма май пурришĕн эпĕ питĕ савăнатăп», — уçать шухăшне конкурса хутшăнакан.

Алевтина Годунова компьютер пĕлĕвне Куславкка районĕнчи халăха социаллă пулăшу кӳрекен центр çумĕнчи ватăсемпе инвалидсен кăнтăрлахи уйрăмĕнче илнĕ. Центрти занятисене çӳресе вăл компьютерпа усă курма, пĕтĕм тĕнчери серепене кĕме тата виртуаллă хутшăнăвăн тĕрлĕ мелĕсене вĕреннĕ. «Халĕ эпĕ хамăн тăвансемпе тата туссемпе видеоçыхăну урлă хутшăнма, çивĕч ыйтусене сӳтсе явма, пулса иртнисем пирки калаçма пултаратăп. Манăн урăх хуласенче пурăнакан пĕлĕшсем нумай. Вĕсемпе çыхăну тытас килет. Компьютерпа тата интернетпа усă курма маларах вĕренменшĕн çеç ӳкĕнетĕп», — каласа парать Алевтина Анисимовна.

Халĕ вăл хăйĕн пĕлĕвĕсем пулăшнипе шырав серверĕсенче кирлĕ информацие çăмăллăнах тупать. Алевтина Годунова сад ĕрчетессипе, алă ĕçĕпе, апат пĕçерессипе интересленет, унăн хăйĕн кил хуçалăхĕ пур, çавна май интернет ăна пур енĕпе те пулăшать. «Хăш-пĕр чухне киле е хама, е кӳршĕсене валли мĕн те пулин кирли тупмалли пулать. Интернет урлă эпĕ çанталăкпа та, пирĕн çĕршыври тата пĕтĕм тĕнчери хыпарсемпе те паллашма пултаратăп, унсăр пуçне тĕрлĕ кăларăмсемпе журналсен электрон варианчĕсене вулатăп», — палăртать вăл. 

«Интернета  тав — 2022» конкурса заявкăсене 2022 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕччен йышăнаççĕ. ЧР Цифра министерстви 50 çултан аслăрах çынсене унта хастар хутшăнма йыхравлать. Çĕнтерӳçĕсемпе призерсене хаклă парнесемпе чыслĕç.

ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина «Чăваш Республикин цифра улшăнăвĕсен центрĕ» республикăри цифра улшăнăвĕсен проекчĕсене хакламалли методикăна ĕçе кĕртни, ун тăрăх проектсене регионта мĕнле пурнăçламаллине палăртма пулни çинчен каланă.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *