Пултăрана ашкăрма парар мар!

Пултăрана ашкăрма парар мар!

Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, Сосновский пултăран лаптăкĕсем 840 гектара яхăн сарăлнă. Усалăн ури саккăр теççĕ. Çын сывлăхĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан çум курăк çултан çул сарăлсах пырать. Вĕсене паян çырма-çатрара, усă курман çĕрсем çинче, çул айккисенче те курма пулать. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх пултăран юлашки çулсенче ял тăрăхĕсенче пурăнман, мĕнле те пулин сăлтавпа хăйсен çĕрĕнче акса-лартман лаптăксене куçать. Усал çум курăк  сарăлсах пыни ял хуçалăх предприятийĕсене те, фермер хуçалăхĕсене те, çав вăхăтрах уйрăм çынсене те сехĕрлентерет.

Район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика,  çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен уйрăмĕн агрономĕ  Радий Басников  хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх пирĕн районти вунпĕр  ял тăрăхĕнче сиенлĕ ӳсентăрана тупса палăртнă. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ те сахалах мар, 14 гектара яхăн.

 Унпа кĕрешмелли чи ансат меслет —  ӳсентăрана чечеклениччен çулса пăрахмалла. Элпуç, Александровка, Асанкасси, Комсомольски, Урмаел,  Хырхĕрри, Аслă Çĕрпӳел   ял тăрăхĕсенче пултăрана ятарлă подрядчиксем  çулаççĕ.   Унсăрăн çитес çул усал курăк тата ытларах лаптăкра сарăлма  пултарать. 

Асăрханăр! Хулăн туналлă çак ӳсен-тăран çулçисемпе çимĕçĕсем ӳте тăруках пĕçертсе, çунтарса илме пултаракан эфир маслипе пуян. Куçа лексен вара суккăр та пулма пулать.

А.Мариян.

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *