«Единая Россия» парти «Zащитникам Отечества» акцие йĕркелесе янă. Салтаксемпе офицерсем валли пулăшу тата ырă çырусем пуçтарасси пĕтĕм çĕршывĕпех иртет. Çавна май иртнĕ эрнере Комсомольски районĕнĕнчен Украинăра ятарлă çар операцине хутшăнакан Раççей çар çыннисене валли гуманитари пулăшăвĕ янă. Ăна «Кооператор» ООО тата Комсомольски райповĕ пуçтарнă.
«Пирĕн çар çыннисем валли пĕтĕмпех çителĕклĕ пулсан та, вĕсене алă парса пулăшу парас, куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерес килет. Çавна май эпир те акцирен айккинче тăрса юлмарăмăр, гуманитари пулăшăвĕ пуçтартăмăр», — палăртнă «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ А.Осипов.
Палăртса хăвармалла, Украинăра ятарлă çар операци пуçланнăранпа район çыннисем Донбасс тата Украинăран тĕрлĕ регионсене килнĕ çынсем валли те гуманитари пулăшăвне йĕркеленĕ.