Саккуна пăснине  тăрă шыв çине кăлараççĕ

Саккуна пăснине  тăрă шыв çине кăлараççĕ

Июлĕн 25-мĕшĕнче çулсеренех Раççейре Следстви органĕсен кунне паллă тăваççĕ. Çак кун професси уявне РФ Следстви комитечĕн, Шалти ĕçсен министерствин, Федерацин хăрушсăрлăх службин следстви подразделенийĕн йĕрлевçисем уявлаççĕ.

Историе таврăнас пулсан, 1713 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнче 1-мĕш Петĕр патша указĕпе пирĕн çĕршывра ятарлă следстви органĕ — следстви канцелярийĕ — йĕркеленнĕ. Çакă ĕнтĕ çĕршыв ертӳçине пăхăннă, пуçламăш следстви ĕçĕсене ирттерме пултарнă пĕрремĕш патшалăх органĕ пулнă. Коррупци çулне пӳлессипе те патшалăх шайĕнче çав тапхăртах ĕçлеме пуçлани те паллă.

2011 çулхи январĕн 15-мĕшĕнчен Следстви органĕсем Петĕр патша тытăмне çĕнĕрен таврăнчĕç темелле. РФ Президенчĕ Алă пусса çирĕплетнĕ Федераци саккунĕпе килĕшӳллĕн çĕнĕ органăн ĕçне çĕршыв ертӳçи çеç йĕрлесе тăма пултарать. Раççей Следстви комитечĕн Председательне вăл çирĕплетет. Паянхи куна РФ Следстви комитечĕ Президентсăр пуçне никама та пăхăнмасть, патшалăхăн пĕр влаçăн органĕсен тытăмне те кĕмест. Шăп та шай çакă ĕнтĕ асăннă комитетăн йĕрлевçисене коррупци çулне пӳлессипе, вăл шутра ĕç тăвакан тата саккунсене йышăнакан органсенче тăрăшакансене явап тыттарассипе те тухăçлăрах ĕçлеме май парать. 2022 çулхи январь — июнь уйăхĕсенче Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ 33 уголовлă ĕç пуçарнă, вĕсенчен  29-шне вĕçленĕ. Çак вăхăт хушшинче 45 ытла граждансен çырăвĕсене пăхса тухнă.

Следстви уйрăмĕн следователĕсем çынна вĕлернĕ тата сывлăхне йывăр сиен кӳнине пула вилесси патне илсе çитернĕ преступленисене кĕске вăхăтра уçса парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Коррупци çулне пӳлесси те малти вырăна тухса тăрать.

Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ пур следстви ĕçченĕсене професси уявĕпе саламлать. Вĕсене çирĕп сывлăх, ĕçре çитĕнӳсем тума сунать. Право сыхлавĕн органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертӳçисене пĕрле тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тăвать.

Н.Яковлев, 

Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн ертӳçи, юстици полковникĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *