Коронавирус каллех таврăнать-ши?

Коронавирус каллех таврăнать-ши?

Юлашки вăхăтра чирлекенсен йышĕ ӳснине кура ку ыйту патне таврăнма тивет те пулĕ. Чăван Ен пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсеренхи канашлура пĕлтернĕ тăрăх, маларахри вăхăтра ку чирпе аптракансен шучĕ талăкне 20—25 çынпа танлашнă пулсан, халĕ 60-тан иртнĕ. Çавна май халăх йышлă пулакан вырăнсенче тимлĕ пулмалли çинчен асăрхаттарнă. Дезинфекципе тата санитарипе çыхăннă требованисене никам та пăрахăçламан. Ку чухне профилактика ĕçĕсене кирлĕ пек йĕркелесе пыни пĕлтерĕшлĕ.

Маска тăхăнассине республикăра пăрахăçланă пулсан та вăл чиртен сыхланмалли мелсенчен пĕри пулнине манмалла мар. Хальлĕхе çынсем маскăсене хăйсен ирĕкĕпе тăхăнаççĕ, çапах та суту-илӳпе апатлану вырăнĕсенче, уйрăмах халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче унпа пурне те усă курма чĕнсе каланă регион ертӳçи. Кĕрхи кунсем çывхарнăçемĕн лару-тăру татах та çивĕчленме пултарать. Апла пулсан сыхă пулмалли çинчен халех шухăшлама тивет. Вăхăтра прививка тутарни чирлесрен упранма пулăшатех тесе пĕлтереççĕ специалистсем те. Çитменнине тата, халăхăн коллективлă иммунитечĕн шайĕ те самай пĕчĕкленнĕ. Паянхи кун вăл республикăра 16 процентпа кăна танлашать. Коронавирусран сыхланас тесен çак цифрăн 60—70 процентран сахал пулмалла мар.

Районти лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе Комсомольски район тĕп больницин тĕп тухтăрăн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Ефремовăпа çыхăнтăмăр. «Иртнĕ эрнене 5 çын коронавируспа чирленине тупса палăртнă, 6-шĕ больницăра  сипленеççĕ.  Чирлекенсен шучĕ ӳссе пыни  палăрать. Район çыннисене те тимлĕ пулма, медицина ĕçченĕсен канашĕсене шута илме сĕнетĕп. Уйрăмах больницăра пулнă чухне маскăсемпе çӳреме ыйтатăп, мĕншĕн тесен шăпах медицина учрежденийĕсенче чирлĕ çынсем йышлă пухăнаççĕ. Чылайăшĕ хăйсем вируслă пулнине анализ тумасăр пĕлмеççĕ. Çавăн пекех чиртен сыхланас тесен вакцинаци тумаллине тата ревакцинаци витĕр тухмаллине аса илтеретĕп. Район больницинче прививка тутармалли пӳлĕм ĕçлет. Маларах хăвăра пăхса тăракан терапевтсем патĕнче пулмалла», — тесе пĕлтерчĕ Инна Ивановна.

Чирлекенсен йышĕ хăвăрт ӳснине пула Мускав влаçсем тĕп хулара маска режимне тавăрма сĕннĕ. Стопкоронавирус.рф сайт пĕлтернĕ тăрăх, Раççейре талăкне ковидпа чирленĕ 5685 çынна тупса палăртнă. Çакă кăçалхи май уйăхĕн 21-мĕшĕнчи кăтартусемпе танлашать. Эрне хушшинче вара чирлекенсен шучĕ 30 процент ӳсни лару-тăру çивĕчленес хăрушлăх пурри çинчен калаççĕ.

А.МАТРОСОВА  хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *