Йăлмахва ялĕн историйĕпе паллаштаракан П.Зайцев таврапĕлӳçĕпе Н.Калашникова журналист хатĕрленĕ «Мухтанатăп санпа, тăван ялăм» кĕнекепе интересленсе паллашрăм. Хам та çак ялта çуралнăскер, унта пĕрле ӳснĕ тантăшсем пирки, манăн ачалăхри пулăмсем çинчен вуларăм та, сисмесĕрех аса илӳ тыткăнне çаклантăм.
Ачалăх! Чи ырă та асра юлмалли самантсемпе пуян вăл. Хĕвеллĕ çу кунĕсем колхоз хирĕсенче иртнĕ. Çум çумланă, тырпул пуçтарса кĕртме пулăшнă, рытванпа утă-улăм турттарнă… Эпир тунă пур ĕçе те асăнса та пĕтереймĕн. Пире такам вăрçса-хистесе ĕçлеттермен. Хамăрах, ушкăнран юлас мар, атте-аннене пулăшас тесе хире тухнă. Выляса-кулса тăрăшнă, ывăннине туйман та.
Эпир ӳснĕ вăхăтра октябреноксемпе пионерсен юхăмĕ анлăн сарăлнă пулнă. Вĕсен йышне лекме тивĕçлĕ пулас тесе кашни тăрăшнă. Хĕллехи вăхăтра уроксем хыççăн е канмалли кунсенче килтен киле çӳресе колхоз хирĕсем валли кĕл, чăх-чĕп каяшĕ пуçтарни те асра. Лаша çуни çинче ларса çӳресси ачасемшĕн пысăк савăнăç пулнă. Çуркунне ирхи шăнпа витресем йăтса калчасене удобрени сапма та çӳренĕ. Кирпĕч заводĕнче вагонеткăсем тĕртнине те манса кайман. Мĕн ачаран ĕçе юратма хăнăхтарнă пире. Ял çыннисем, ача-пăчаран пуçласа ваттисем таранах пурте тăван тăрăх аталантăр, хитрелентĕр тесе тăрăшнă. Çавăнпа та Йăлмахва ялĕн историйĕнче пăртак та пулсан манăн тӳпе те пур тесе шутлатăп.
«Знамя» колхоза В.И.Агафонов ертсе пынă вăхăтра Йăлмахва ялĕ уйрăмах вăйлă çĕкленчĕ. Кунта кирпĕч çуртсем нумай турĕç. Колхоз халăха транспортпа тивĕçтеретчĕ. Пĕтĕм ял нимене пуçтарăнатчĕ. Ушкăнпа ĕçлесе пĕр кунтах пысăк çурта купаласа лартатчĕç.
Комсомол юхăмĕ те вăл çулсенче пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă. Ялти çамрăксем ĕç хыççăн канăвне интереслĕ ирттерме тăрăшатчĕç. Кашни кунах клубра ташă каçĕсем йĕркелетчĕç, кинофильмсем кăтартатчĕç. Яш-кĕрĕм хăйсен пуçарăвĕпе концертсем, спектакльсем лартатчĕ.
Паянхи кун çĕршер çул сыхланса пынă, ялсене аталанма май туса панă ырă йăла манăçа тухса пырать. Кашни хăйĕншĕн çеç пурăнма пуçларĕ-ши? Мĕн авалтанах чăваш халăхĕ пĕр-пĕрне пулăшса пурăннă, савăнăçа та, хуйхă-суйхăна та пĕрле пайланă. Çак ырă йăлана çухатас марччĕ.
Çĕршывра ачасен организацийĕсене чĕртсе тăратас ыйтăва та çĕклерĕç. Ку та питĕ паха. Пĕчĕккисене пĕр чăмăра пуçтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ушкăнра — вăй, теççĕ.
Сăмах пăртак урăх енне пăрăнчĕ те, çӳлерех асăннă кĕнекене кун çутине кăларакансене чĕререн тав тăватăп. Шел пулин те, ялти хисеплĕ пур çын та кĕнекене лекеймен. Анчах та авторсем чăннипех те пархатарлă та пысăк ĕç пурнăçланă.
Л.Тихонова.