Утăмĕсем çирĕп, çитĕнĕвĕсем пысăк пулччăр

Утăмĕсем çирĕп, çитĕнĕвĕсем пысăк пулччăр

Ялта выляса кулса, ешĕл курăк тăрăх çара уран чупса, ял шкулĕнче пĕлӳ илсе ӳснĕ çынсемех паян тĕрлĕ отрасльсенче курăмлă ĕçсемпе палăрса  тăраççĕ. Вĕсенчен пĕри вăл — пирĕн районти Çĕнĕ Кипеç ялĕнче кун çути курнă, унти уçă сывлăшпа сывласа çитĕннĕ Анатолий Флегентович Иванов.

Анатолий, Ивановсен ытти ачисем пекех, шкулта тăрăшса вĕреннĕ, спортпа та туслă пулнă. Математика, физика, хими предмечĕсене юратнă. Вăтам шкул пĕтерсен каччă Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультетне вĕренме кĕнĕ. Студент чухнех пултарулăхпа палăрса тăнă. 1980 çулта университета хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ.

Шупашкарта вăл çулсенче промышленность тракторĕсем тăвакан завода хута ярас енĕпе пысăк ĕçсем пынă та, унта электротехника пĕлĕвĕллĕ специалистсем чылай кирлĕ пулнă. Анатолий Флегентович çак завод çумĕнчи проектпа конструктор тата технологи институтĕнче ĕçлеме пуçлать. Вăл ертсе пынипе тата хутшăннипе кунта промышленность робочĕсене, «Промтрактор» завод усă куракан ют çĕршывсенче кăларакан  детальсене хамăр патра улăштарма май паракан система хатĕрленĕ, цифрăллă интеграллă микросхемăсен никĕсĕ çинче оборудованисене тĕрĕслесе диагностика тумалли приборсене тĕрĕслесе пăхнă тата ытти техника çĕнĕлĕхĕсем ĕçе кĕртнĕ.

1990 çулсенче çĕршыври нумай промышленность предприятийĕ пекех вĕсем те йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ. 1998 çулта А.Иванов «Промэнерго» АХО йĕркелесе ярать. Малтанхи вăхăтра вĕсене ура çине çĕкленме çăмăлах пулман, паллах. Кунти ăста специалистсем пултаруллă ертӳçĕ пуçарулăхĕпе, çаврăнăçулăхĕпе рынок хутшăнăвĕсен экономикинче çухалса кайман. Малтанлăха пĕчĕк калăпăшлă продукци хатĕрлесе майĕпен аталансах пынă. Çулсем иртнĕçемĕн республика шайĕнче кирлĕ продукци çеç мар çĕршывшăн паха оборудованисем те хатĕрлеме пуçланă. Унтанпа 24 çул хыçа юлнă. Паянхи кун «Промэнерго» АХО республикăри электротехника кластерĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнакан компани шутланать. Вĕсен пулăшăвĕсемпе энергетика, нефть тата газ промышленноçĕн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн тата ытти отрасельсен предприятийĕсем анлăн усă кураççĕ. Общество туса кăларакан изделисем пахалăхĕпе, хакĕпе палăрса тăнипе конкуренцие чăтăмлă. Кунта мĕн тунипе çеç лăпланса лармаççĕ, ĕçе çĕнĕлĕхсем те кĕртсе пыраççĕ. Предприяти ют çĕршыври фирмăсемпе те тачă çыхăнса ĕçлет.

Анатолий Флегентович хăй ертсе пыракан обществăра паянхи кун тивĕçтерекен технологие алла илес, производствăна автоматизацилес тĕлĕшпе те курăмлă ĕçсем туса ирттерет. Яланхи партнерсемпе çыхăнусене çирĕплетсе пыни производствăна çӳллĕ шайра тытса пыма май парать. Промышленность производствин индексĕпе тата рентабельлĕхĕпе, инвестициллĕ капитала ĕçе кĕртнипе «Промэнерго» АХО çĕршывра та лайăххисенчен пĕри. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна 2018 çулта «Раççейри малта пыракан промышленность предприятийĕсем» наци реестрне кĕртнĕ. Çав çулах «Достояние республики»  диплома тивĕçнĕ. Акционерлă общество туса кăларнă продукци «Лучший товар года» конкурс лауреачĕ пулнă.

Çынлăх, ĕçлекенсене хисеплени, вĕсемшĕн тăрăшни А.Ивановăн паха енĕсем. Тивĕçлĕ канăва каякансене, декрета тухакан хĕр арăмсене укçан парса пулăшасси, энергетиксен уявĕнче малта пыракансене савăнăçлă лару-тăрура чысласси тата ытти те кунта йăлана кĕнĕ. Предприяти ырă кăмăллăх утăмĕсем те чылай тăвать. Обществăлла ĕçсене хастар хутшăннăшăн тата меценатство енĕпе палăрнăшăн Анатолий Флегентовича 2018 çулта Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава аллинчен Архиерей Хисеп грамотине илме тивĕç пулнă. РФ Культура министерстви, ЧР муниципаллă тытăм Совечĕ, Чăваш наци конгресĕ наградăсемпе чысланă.

Производствăна аталантарас енĕпе çине тăрса ĕçленипе пĕрлех çитĕнекен ăрăва кăмăл-сипет енчен тата патриотизмла воспитани парас тĕлĕшпе те айккинче тăмасть ертӳçĕ. Шупашкарти çамрăксен шырав отрячĕсене, музейсене пулăшма тăрăшать, спорт ăмăртăвĕсен, мероприятисен спонсорĕсем те пулать. Регионсем хушшинчи социаллă эконимикăлла тата наципе культура хутшăнăвĕсене аталантарас енĕпе тунă утăмсемшĕн вăл 2018 çулта «За дружбу между Крымом и Чувашии» медале тивĕç пулнă.

Тĕп хуламăрта пурăнать пулин те тăван район пурнăçĕпе те интересленсех тăрать. «Кĕтне» ентешлĕхĕн председателĕн финанс енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă май тăтăшах мероприятисем йĕркелесе ирттерме пулăшать. Вăл — «Комсомольски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ».

Ĕçчен çын хисепе тивĕçлĕ. Патшалăхпа правительство унăн пултарулăхĕпе хастарлăхне пысăка хурса хакланă. Вăл 2013 çулта «Чăваш республикин промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», 2017 çулта «Раççей Федерацийĕн хисеплĕ машиностроителĕ», 2019 çулта «Раççей Федерацийĕн хисеплĕ энергетикĕ» ятсене тивĕçнĕ. Ăна Раççей шайĕнчи тата республикăри влаç органĕсен, министерствăсемпе учрежденисен Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсемпе наградăланă.

Анатолий Флегентович хăйĕн тĕслĕхĕпе ял ачи те тăрăшуллăхĕпе, пултарулăхĕпе пурнăçра пысăк çитĕнӳсем тума пултарнине çирĕплетсе пачĕ. Çак кунсенче хастар ертӳçĕ 65 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак ятпа ăна саламлатпăр, çирĕп сывлăх, тулли телей, пурнăçĕнче, ĕçĕ-хĕлĕнче пысăк çитĕнӳсем тума сунатпăр. Малашне те утăмĕсем çирĕп, çитĕнĕвĕсем пысăк пулччăр.

Ю.Гаврилов.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *