Воскресенье, 28 апреля

Тăван çĕр туртăмĕ хăват парать

Ялта çуралса унтах ӳссе çитĕннĕ, пĕтĕм пурнăçне унпа çыхăнтарнă çын вăл, Киров поселокĕнче пурăнакан Анатолий Петрович Краснов. Хăйĕн ĕмĕрне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнăшăн пĕрре те ӳпкелешмест вăл. Машинăпа трактор паркĕнче те, фермăра та ĕçленĕ, «Россия» колхозăн уй-хир бригадирĕ те пулнă, Киров ячĕллĕ хуçалăха та ертсе пыма тивнĕ. Пĕлĕвне ӳстерсе пыма тăрăшнипе Вăрнарти совхоз-техникумран вĕренсе тухнă, Чăваш ял хуçалăх институтне те пĕтернĕ.

Пур çĕрте тăрăшсан та яла аталанма, унта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатма май паракан çул-йĕр шырама тăрăшнă. Халăх А.Краснова виçĕ хутчен Александровка ял тăрăхĕн депутачĕ пулма суйланă. Вăл унти канашлусенче ял пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене хускатнă.  Ахальтен мар ĕнтĕ ял халăхĕ ăна староста пулма çирĕплетнĕ. Ку ĕçре вăл 2009 çултанпа тăрăшать. Укçаллă вырăн пулмасан та халăх шаннине кура чун-чĕре ыйтнипе тăрăшать. Анатолий Петровичпа калаçса ларатпăр та ун сăмахĕсенче ял илемĕ, тирпейлĕхĕ, унăн пуласлăхĕшĕн пăшăрханни сисĕнет. «Çĕнĕ çурт-йĕр, хуралтăсем çĕклекенсем пулсан та, ял ватăлса пырать. Çамрăксем тăван тăрăхра тĕпленсе пурăнасшăн мар. Кунта сăлтавĕсем чылай. Яланхи ĕç вырăнĕ тупма йывăрри те витĕм кӳрет, паллах. Ялта пурăнма йăла условийĕсем вун-вун çулхипе танлаштарсан чылай лайăхланнă пулин те çĕр ĕçĕ çав-çавах çăмăлах мар. Уйрăм хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх тытас тесен çу кунĕсенче иртен пуçласа каçчен тăрăшма тивет. Çакă та хăратать яш-кĕрĕме. Çапах та ял пурăнать-ха, ушкăнпа пурнăçламалли ĕçсене çынсем хастар хутшăнаççĕ», — тет А.Краснов. Патшалăх та мĕн май килнĕ таран ял инфраструктурине аталантарма пулăшу пама тăрăшнине палăртать вăл. Анчах та халăхăн хăйĕн те пуçаруллă пулмалла. Вĕсене ертсе пыракан, пĕр йыша пуçтаракан кирлĕ. Анатолий Петрович пĕр-пĕр ĕçе пуçăниччен ялти ватăсемпе те, çамрăксемпе те канашласа пăхма, çиччĕ виçсе пĕрре касма тăрăшать. Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Л.Поляковăпа та час-часах курнăçса калаçать, унпа  тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ  ыйтусене сӳтсе явать.

Юлашки çулсенче кунта чылай ĕç туса ирттернĕ. Ял таврашĕнчи çăлкуçсене тирпей-илем кĕртнĕ, çулсене юсанă, Кошелеевка юхан шывĕ урлă кĕпер тунă. Кĕçех ялти клубра юсав ĕçĕсем вĕçленмелле. Çак ĕçе бюджет укçипе тăваççĕ пулин те А.Краснов пуçарнипе кунта çынсем субботник туса та ĕçленĕ. Малтан шкул пулнă вырăнта парк чĕртес тесе йывăçсем лартса хăварнă. Ялта чылай çын çурчĕсене шыв кĕртнĕ. Унпа халăха пĕр чăрмавсăр тивĕçтерес тесен башньăна, насуса пăхса тăмалла. Çак ĕçе те халăх хăй çине илни те, пĕтĕм яваплăхĕ Анатолий Петрович çине тиенет. Халĕ ялта çĕнĕ масар валли çĕр лаптăкĕ уйăрас енĕпе калаçусем пыраççĕ. Çуркунне, типсе çитсен ялта, масар çинче тирпей-илем кĕртес енĕпе субботниксем ирттересси те кунта йăлана кĕнĕ. «Халăх ушкăн ĕçне хапăлласах хутшăнни савăнтарать. Чĕнсенех турткаланса тăмасăрах пурте тухаççĕ. Ниме туйăмĕ халăхра сĕвĕрĕлсех пĕтмен-ха. Çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. 70—80 çулхи ватăсем те обществăлла ĕçсене хутшăнма май тупаççĕ, тепĕр чухне паха сĕнӳсем те параççĕ. Вĕсем ушкăнран юлмасăр тăрăшаççĕ, çамрăксене тĕслĕх кăтартаççĕ», — сăмахне малалла тăсать Анатолий Петрович. Ял илемĕ пĕр çын тăрăшнипе анчах пулмасть. Староста А.Краснов, В.Волков ячĕсене ырăпа асăнчĕ. Ял тăрăхĕн депутачĕсем А.Краснова, А.Можаев та пуçаруллă пулнине палăртрĕ.

Ял ĕçпе çеç пурăнмасть. Çынсене усăллă та савăнăçлă канма та майсем туса памалла. Кăçал Киров поселокне туса хунăранпа 75 çул çитнине халалласа ял уявĕ ирттернĕ. Çак пысăк мероприятие йĕркелес тĕлĕшпе те культура ĕçченĕсемпе чылай тăрăшнă. Питрав уявне те хаваслăн паллă тунă. «,çлемелли чылай-ха», — терĕ кĕскен А.Краснов малашнехи тĕллевсем пирки ыйтсан. Çак кунсенче Анатолий Петрович 65 çул тултарчĕ. Апла пулин те вăл хăйне патвар тытать-ха. Унăн яла аталантарас, хитрелетес тĕлĕшпе шухăшĕсем анлă. Вĕсене пурнăçласа пыма сывлăхĕ, чăтăмлăхĕ пултăр, унра вăй-хал тапса тăтăр.

А.Краснова пурнăçра хавхалантарса тăраканни, хăват параканни вара — паллах, мăшăрĕ. Вĕсем 40 çул ытла пĕр- пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнаççĕ. Валентина Алексеевна ĕмĕрĕпех райпо системинче тăрăшнă, 20 çул «Гастроном» магазинта сутуçăра, заведующире ĕçленĕ. Вĕсем пĕр ывăлпа хĕр çуратса     ӳстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Красновсем тăватă мăнукĕпе савăнаççĕ. Вĕсем яла килсен пӳрт-çурт хаваслăхпа тулать, кукамăш-кукашшĕн, асламăш-аслашшĕн  кăмăл-туйăмĕ çĕкленет.

«Тăван çĕр туртăмĕ, çуралнă тавралăх хăват парать, хавхаланса уншăн татах та ĕçлес килет», — кăмăлтан пĕлтерет вăл.

Ю.Михайлов.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *