Юлашки кунсенче çумăр çукаласа тăни ял хуçалăх предприятийĕсене выльăх апачĕ хатĕрлеме чăрмантарчĕ. Уяр çанталăк пуçлансан ку ĕç малалла пырĕ.
Июлĕн 21-мĕшĕ тĕлне пĕрлешӳллĕ хуçалăхсем пурĕ 3000 гектар нумай çул ӳсекен курăксем çулнă. Пĕтĕмпе 5800 тонна сенаж, 5354 тонна утă, 3808 тонна силос хатĕрленĕ. Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ, «Родина» ООО тата хăш-пĕр хуçалăхсем кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлеме пуçланă. Хальлĕхе ку ĕçе 239 гектар çинче пурнăçланă.
Р.Басников.