Курăк çулаççĕ, силос, çĕр хатĕрлеççĕ

Курăк çулаççĕ, силос, çĕр хатĕрлеççĕ

Юлашки кунсенче çумăр çукаласа тăни ял хуçалăх предприятийĕсене выльăх апачĕ    хатĕрлеме чăрмантарчĕ. Уяр çанталăк пуçлансан ку  ĕç малалла пырĕ.

Июлĕн 21-мĕшĕ тĕлне пĕрлешӳллĕ хуçалăхсем пурĕ 3000 гектар нумай çул ӳсекен курăксем çулнă. Пĕтĕмпе 5800 тонна сенаж, 5354 тонна утă, 3808 тонна силос хатĕрленĕ. Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ, «Родина» ООО тата хăш-пĕр хуçалăхсем кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлеме пуçланă. Хальлĕхе ку ĕçе 239 гектар çинче пурнăçланă.

Р.Басников.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *