Пурнăçпа та утаççĕ

Пурнăç пĕр-пĕрне хисепленинчен нумай килет.  Çак çынна çунат хушма,  ырă малашлăха шанма,  тĕрев  пама пулăшать.  Çакăн пек туйăмпа пурăнаççĕ  Йăлмахвара çуралса ӳснĕ Нина Николаевнăпа Виталий Николаевич Галкинсем. 

Виталий Николаевич  Хирти Мăнтăрти  7 класс вĕренмелли шкула пĕтерсен тăван ялтах тĕпленсе пурăнать. Малтанхи вăхăтра сысна ферминче вăй хурать,  ун хыççăн  ĕнесем  пăхать,  конюхра чылай çул тăрăшать. Лайăх ĕçленине кура ăна 1981—1985 çулсенче ĕне фермине ертсе пыма шанаççĕ.  Темиçе хутчен  Кайнлăк ял Совечĕн депутатне суйлаççĕ, коммунистсен ретне илеççĕ.   Чылай Хисеп  хучĕсене тивĕçнĕ Виталий Николаевич. 1983—1984 çулсенчи тапхăрта выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарнăшăн,  продукци  туса илессине тата хатĕрлессине  ӳстернĕшĕн   ăна  Чăваш  АССРĕн  Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.  Тата та нумай Хисеп хучĕсемпе Тав хучĕсем илме тивĕç  пулнă.

 Нина 1949 çулта  Мария Фоминичнăпа Николай Яковлевич  çемйинче çуралнă.   Ашшĕ вăрçă хирĕнчен аманса таврăнсан шкулта военрук пулса вăй хунă.  Çамрăк хĕр 5 çула çитсен ашшĕ  йывăр чире пула пурнăçран уйрăлса каять.  Амăшĕ,  Мария Фоминична,  пĕр  ывăлпа 3 хĕрне пĕчченех вĕрентсе пурнăç  çулĕ çине кăларать. Нина Хирти Мăнтăрти шкултан  вĕренсе тухсан 6 уйăх  тĕп хулара  пир-авăр тĕртекен фабрикăра  арлакана  вĕренет. Тăватă çул ĕçленĕ хыççăн  тăван яла таврăнать,  колхозра ĕçлеме пуçлать. 

Çамрăк хĕрарăм чылай çул колхозра  дояркăра ĕçлет,  пушмак  пăрусене пăхать,  сыснасем патĕнче те тăрăшать.  

Хастарлăхне кура ăна ял Совечĕн депутатне те суйлаççĕ.  Çавăн пекех тăван районăн,  колхозăн чылай Хисеп хучĕсене илме тивĕçет вăл. 

Çамрăксем 1969 çулта килĕштерсе çемье çавăраççĕ. Вĕсем тĕп килте тĕпленсе пӳрт, хуралтăсем çĕклеççĕ. «Хунямапа 30 çул ытла пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнтăмăр», — аса илет хĕрарăм. 

Мăшăр  4 ача (пĕр хĕрпе виçĕ ывăл) çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă.  Ачисем тĕп хулара тĕпленнĕ, тăван киле килсех çӳреççĕ. Паянхи кун вĕсем Саша ывăлĕпе пурăнаççĕ.   Ахаль лармаççĕ вĕсем, кайăк-кĕшĕк тытаççĕ,  çуллахи вăхăтра пахчара кăштăртатаççĕ. Хĕлле  юратнă мăнукĕсене валли,  вĕсем çиччĕн,  алсиш-чăлха çыхаççĕ.

Пурнăçа юратни вĕсене тата та нумай пурăнма вăй-хал парать.

А.Ефремова,

 библиотекарь.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *