Понедельник, 29 апреля

Йывăрлăхсем нумай курнă

Пурнăçа пурăнса ирттересси хир урлă каçасси мар, тет ваттисен сăмахĕ. Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Таисия Николаевна Чульмакова 9 теçетке  çул пурăнса хăй ĕмĕрĕнче хур-шурне нумай курнă. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи йывăр çулсене те чăтса ирттернĕ, ун хыççăнхи çăмăлах мар тапхăрта та ырми-канми вăй хунă, каярахпа та алă усса ларман, колхоз производствинче тăрăшнă.

Ялти пек каласан, Таиç, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне 15 çулта пулнă. Унăн хĕр çулне çитсе пынă тап-хăрĕ хаяр ахăр-самана вăхăтне лекнĕ. Шăпах вĕсем ялта фронта тухса кайнă арçынсем вырăнне юлнă. Йăлмахва ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса   ӳснĕскер, пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхнĕ. Çавăнпа та вăл  йывăрлăхсенчен хăраса тăман. Кирек мĕнле ĕç хушсан та ăна кирлĕ пек пурнăçлама тăрăшнă.

Вăрçă çулĕсенче ăна ялти хĕр арăмсемпе пĕрле вăрман касма янă. Пăве кĕрсе çеç пыракан хĕршĕн çакă çăмăл пулман. Кашни çыннăн талăкра 2,5 кубла метр йывăç хатĕрлемелле пулнă. Нормăна яра кун тултараймасан çĕрлене юлса ĕçлеме тивнĕ. Вăрман касасси хĕр ĕçĕ мар паллах, анчах мĕн тăвăн, арçын алли çитмен. Йывăр пулсан та шăлне çыртса тăрăшнă. Темĕнле кăткăс лару-тăру та пулнă вăрманта. Пăчăкă хĕсĕнсе ларсан йывăç тăрне çӳле хăпарма та тивнĕ, силлесе ăна çĕре  тӳнтермелле пулнă. Кун пек чухне хăрушлăхĕ юнашарах çӳренĕ.

Каярахпа унăн Тутар республикинчи Кайпĕç районĕн- че çул тунă çĕрте те ĕçлеме тивнĕ. Кунта та çăмăлах килмен ăна. Выçăллă-тутăллă пурăнсан та вĕсем тăрăшнă, вăрçăра Çĕнтерӳ пуласса чунтан шаннă. Шанăç темĕнле ывăнса çитсен те вĕсене вăй парса тăнă.

1948 çулта Таиç Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнчи фронтран йывăр аманса таврăннă Николай Чульмаковпа пĕрлешсе çемье çавăрать. Ултă ача çуралать вĕсен. Анчах та вăрçă суранĕсем Микулая  канăç памаççĕ. Арçын йывăр ĕçсене тăвайман, çавăнпа та пурте Таиç хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Мăшăрĕпе нумай вăхăт савăнса пурăнаймасть хĕрарăм. Çемье пуçĕ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса каять. Кил-çурта та  тытса пымалла, ачасене те тивĕçлĕ воспитани парса ӳстермелле, çав вăхăтрах колхоз ĕçне те   ĕлкĕрмелле. Ăçтан вăй тухнă-ши; Çамрăк пулнă та, ывăннине пĕлмен. Ирĕн-каçăн ĕçлесе вăл пӳрт-çурт лартма та пултарнă, ачисене те вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Пушă вăхăтра ялти тантăшăсемпе вăрçă вăхăтĕнчи йывăр самантсене аса илнĕ.  Ара, Мария Яковлева, 21 çулти хĕр 1942 çулта колхоз председателĕнче тăрăшнă. 15—16 çулхи хĕрсем Александра Воробьева, Васса Конторская, Римма Шатова бригадăсене ертсе пынă. Çамрăк хĕр Елизавета Манзуркина учетчикра вăй хунă. Евдокия Абукина тракторпа суха тунă, Дария Челакова комбайнпа тырă вырса çапнă. 16 çулхи Акулина Шатова тимĕрçĕ лаççинче ĕçленĕ. Йывăр пулсан та чăтнă, пуç усман. Кайран та вăрçă хĕрĕсем пулăшса пурăннă. Хуйхă-суйхă пулсан, йывăрлăх сиксе тухсан хаяр вăхăтра та аптраса ӳкмен хĕр арăмсем пĕр-пĕрне лăплантарнă, алă тăсса панă. Вĕсем пирки паянхи кун та Таисия Николаевна ырăпа аса илет. «Чăннипе те харсăр хĕр арăмсем пулнă вĕсем, тытăннă ĕçе яланах вĕçне çитернĕ», — тет халĕ ĕç ветеранĕ Т.Чульмакова, иртнине аса илсе.

Пурнăçăн хӳри пăрнăç, теççĕ. Таисия Николаевнăн вăталăх ывăлĕ сарăмсăр амансан 12 çул  ăна пăхать. Аслă кинĕ йывăр чирлесен те ун умĕнчен каймасть.

«Правда», «Россия» колхозсенче хастар ĕçшĕн Т.Чульмакова чылай парнесене, Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Ăна «1941—1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «Ача амăшĕн» медалĕсемпе наградăланă.

Вăхăт хăйĕннех илет çав. Юлашки çулсенче Таисия Николаевна чирлекелесех тăрать. Ăна пĕрле пурăнакан кинĕ Мария Ивановна пăхать. Килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. «Хуняма маншăн тăван анне пекех. Йывăрлăхне нумай курма тивнĕ унăн, çапах та пуçне усман. Хисеплетĕп ăна. Вăл ялта вăрçă салтакĕсен пĕртен-пĕр чĕрĕ арăмĕ», — тет Мария.

Çак кунсенче Т.Н.Чульмакова 96 çул тултарчĕ. Малалла та унăн сывлăхлă пурăнмалла пултăр.

Г.Смирнова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *