Четверг, 8 декабря

Спорта парăннă ветеран

Спорта парăннă ветеран

Урампа утса иртнĕ чухне, çирĕплетсех калатăп, никам та ăна сакăр теçеткере тесе шутламасть. Уттисем вăр-вар, сăн-питне те ватлăх сĕмĕ пусса илмен. Чăннипе вара, Комсомольскинче пурăнакан Василий Иванович Пундяков çак кунсенче 85 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Пурнăçĕ çăмăлах килмен унăн, хур-шурне нумай курнă вăл. Вăрçă умĕн кун çутине килнĕскерĕн ачалăхĕ йывăр çулсене килнĕ. Апат-çимĕç енчен те, тумтир тĕлĕшпе те хĕн лекнĕ. Ача ачах ĕнтĕ, кил-çуртра, колхозра ĕçленипе пĕрлех урамра выляса кулма та вăхăт тупнă. Вăл вăхăтри шăпăрлансем вăрçăлла выляма юратнă. Май пулсанах Кĕтнере шăмпăлтатнă. «Вăл вăхăтра ку юхан шыв тап-тасаччĕ, çынсем апат пĕçерме те ун шывне ăсса хăпаратчĕç. Çырмаран çу кунĕсенче ача-пăча татăлмастчĕ», — аса илет Василий Иванович. Хĕл кунĕсенче йĕлтĕр ураран кайман. Шартлама сивĕсенче те тăвайккине ярăнма тухнă. Шкулта вĕсене вăрçăн ĕнерхи салтакĕсем пĕлӳ панă та, çар вĕрентĕвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Ачасене мĕн пĕчĕкрен ӳт-пӳ енчен пиçĕхтерме тăрăшнă, спорт хăнăхăвĕсем енне ытларах туртăннă.

— Салтак йĕлтĕрĕсем сарлакаччĕ, икĕ метр тăршшĕччĕ, йывăрччĕ. Алăпа тунисем те пурччĕ. Вăрçăра пулнă П.Ф.Федотов вĕрентекен 10 çухрăма чуптаратчĕ. Çапăçусем вăхăтĕнче йĕлтĕр сырнă çар çыннисем ыттисенчен хăвăртрах та çавăрăнăçуллăрах пулни пирки каласа паратчĕ. Вăл вăхăтри арçын ачасенчен кашниех маттур салтак пулма ĕмĕтленнĕ те, вĕрентекен хушнисене пурне те пурнăçлама тăрăшнă, — аса илӳ çăмхине малалла тăсать ветеран. — Çакă мана кайран, çара кайсан, нумай пулăшрĕ.

В.Пундяков службăра Чукотка тăрăхĕнче пулать. Унта çулталăкăн чылай вăхăчĕ сивĕ те юрлă çанталăкран тăрать. Салтаксен тăршшĕпех йĕлтĕрпе усă курма тивнĕ. Шкулти, районти тупăшусенче яланах малти вырăнсем йышăнакан Василий кунта та хăйне лайăх енчен кăтартать. Çарта вăл пуçласа штанга йăтса пăхать. Ку спорт енĕпе тăрăшсах тренировкăсем ирттерме пуçлать. Хăйĕнпе пĕр виçеллисем хушшинче çар чаçĕсем хушшинчи спартакиадăра чемпион ята çĕнсе илет. Чăрмавсене парăнтарса чупас енĕпе те мала тухать. Çартан кăмăл туйăм енчен те, ӳт-пӳ тĕлĕшпе те пиçĕхсе тата чылай наградăпа таврăнать сержант.

Тăван тăрăха таврăнсан юсавпа техника предприятине ĕçе вырнаçать. Мĕн ачаранах спорта юратаканскер кунта тăрăшсан та, тĕрлĕ ăмăртусенче хăйне тĕрĕслесе пăхать. Пĕлĕвне малалла ӳстерес тĕллевпе В.Пундяков Чăваш ял хуçалăх институтне механизаци уйрăмне вĕренме кĕрет. Кунта та вăл спорта пăрахмасть. Штанга йăтассипе тенировкăсене тепĕр хут çӳреме пуçлать.

Институтра, аслă шкулсем хушшинче ытти енсемпе ирттерекен спорт мероприятийĕсене те хутшăнма тăрăшăть. Час-часах йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрать. Ку енĕпе те вăл пĕрре мар тĕрлĕ шайри ăмăртусенче çĕнтерӳçĕсен йышне кĕрет.

Çитĕнӳ нумай кĕттермест, 1966 çулта В.Пундяков Чăваш АССР спартакиадинче çурма çăмăл виçере республика чемпионĕ пулса тăрать.

Аслă шкул пĕтернĕ хыççăн вăл тăван тăрăхах таврăнать. «Сельхозтехника» юсавпа техника предприятинче ĕçлеме пуçлать. 1970 çулта вăл районта тин çеç продукци кăларма пуçланă «Эмитрон» завод филиалне куçать. Кунта вăл ĕçленĕ çулсенче рабочисен йышĕ 400 çынран та иртнĕ. Вĕсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, сывлăхĕсене çирĕплетме пулăшас тĕллевпе дирекци пысăк тимлĕх уйăрнă. Çак енĕпе Василий Иванович та нумай тăрăшнă. Коллективри ĕçченсем районти пур ăмăртусене те хутшăннă, лайăх кăтартусемпе палăрнă. «Эмитрон» заводăн футбол команди район чемпионĕ те пулнă.

1982—1991 çулсенче Василий Пундяков «Комсомольский» совхозăн мăйракаллă шултра выльăх самăртакан комплексăн тĕп инженерĕнче тăрăшнă. Выльăх апачĕ валеçмелли, тислĕк кăлармалли тата ытти пĕтĕм техника мĕнле ĕçленишĕн вăл яваплă пулнă. Каярахпа «Химик»  ОООра инженерта вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва кайсан та пĕр вăхăт тĕрлĕ производство обьекчĕсенче ĕçленĕ. Кирек ăçта пулсан та вăл хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă, шаннă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланă.

Район историйĕнче В.И.Пундяков производствăра ĕçленинчен ытларах хамăр тăрăхра спорта аталантарас енĕпе витĕмлĕ утăмсем тунипе палăрса тăрать тесе шутлатăп. Çакна 1990 çулсенче, Раççей Правительствин физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен федераллă агенствăн председателĕ пулса ĕçленĕ В.Фетисов алă пуснă Хисеп грамотинче те палăртнă. Василий Ивановичшăн ку награда уйрăмах хаклă. Чăннипех те вăл кирек ăçта ĕçлесен те çынсене сывă пурнăç йĕркипе туслаштарас, спорта юратма хăнăхтарас енĕпе тăрăшнă. Тĕрлĕ ăмăртусенче çĕнсе илнĕ Хисеп грамотисемпе хучĕсем, Тав çырăвĕсен купинчи наградăсене тытса вулатăп та тĕлĕнетĕп, вăл мĕнле спорт енĕпе çеç çитĕнӳсем туман-ши?!

Çуран тата йĕлтĕрпе чупасси, штанга çĕклесси, футболла, чушкăлла, лапталла вылясси, дартс, шашка-шахмат… Пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Штанга йăтса, 10 километра йĕлтĕрпе чупса, футболла выляса республика чемпионĕ пулниех мĕне тăрать! Вăл — футбол енĕпе 1-мĕш, штангăпа 2-мĕш разрядлă спортсмен.

Василий Ивановичпа калаçса ларнă май унран районта тĕслĕх вырăнне хурса хисеплекен çынсем çинчен ыйтрăм. Вăл тӳрех П.Ф.Гладков ятне асăнчĕ. «Петр Федорович Нĕркеç ялĕнчен район центрне футболла выляма утса килетчĕ, вăйă вĕçленсен çуранах каялла каятчĕ. Мĕн тери чăтăмлăх пулнă унра, спорта мĕнле юратнă! Районти спорта аталантарас енĕпе калама çук пысăк ĕç тунă А.Н.Попов та маншăн тĕслĕх вырăнĕнче. Вăл «Урожай» спорт обществин председателĕнче ĕçленĕ çулсенче районăн футбол команди ялти спортсменсем хушшинче республика чемпионĕ пулса урăх облаçсен командисене те хамăр стадионта йышăннă. Районти лаптаçăсем Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенчен те наградăсемпе таврăннă», —  каласа парать спорт ветеранĕ. Вăл çулсенче тупăшусене автобуссемпе мар, грузовиксен кузовĕнче ларса кайнă. Шупашкар, Улатăр, Пăрачкав таранчченех çӳренĕ. Апла пулин те ăнăçлă ăмăртса çĕнтерӳçĕ пулса тăнă.

Спорта чун-чĕрипе парăннă В.Пундяков тивĕçлĕ канăва кайсан та унран уйрăлмасть. Вăл районти ветерансен совечĕн хастар членĕ. Ăна районта ирттерекен пур спорт мероприятийĕсенче те курма пулать. Ветерансем хушшинче тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелеме тăрăшать, хăй те вĕсене хастар хутшăнать. Полиатлон тата спортăн нумай енлĕ ăмăртăвĕсенче малти вырăнсем йышăнать.

Василий Ивановича яланах çуран утнине курма пулать. «ӳт-пӳ сывлатăр, юн вылятăр, шăм-шак хускалтăр», — тет ватăлма шутламан ветеран.

Ю.Гаврилов.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *