Четверг, 28 сентября

Социаллă сетьсем урлă хутшăнмалла

Социаллă сетьсем урлă хутшăнмалла

Июлĕн 12-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн конференцийĕ иртрĕ. Унта район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ,  депутатсен канашĕн председателĕ «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ    Александр Осипов, исполнителлĕ секретарĕ Людмила Макарова, парти членĕсем, делегатсем  тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Патшалăх Думи влаç органĕсен социаллă сетьсенче официаллă страницăсем тумалли тивĕçне çирĕплетнĕ. Çĕнĕ саккун тăрăх, 2022 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕччен влаç органĕсен официаллă пабликсем тумалла. Вĕсенче хăйсен ĕç-хĕлне, тĕллевĕсене çутатмалла. Унччен влаç органĕсен обязательнăй йĕркепе сайтсем çеç тумалла пулнă.

Çак саккунăн тĕллевĕ — граждансем актуаллă информацие социаллă сетьсемпе мессенджерсем урлă пĕлме пултарни. «Диалог Регионы» АНО даннăйĕсем тăрăх, хальлĕхе 72 пин патшалăх пабликĕ пур, вĕсен пĕтĕмĕшле аудиторийĕ — 47 миллион çын. Социаллă сетьсенче пурĕ 150 пин учрежденин страницисем пулĕç.

РФ Цифра министерствин пуçарăвĕ тăрăх, саккуна тунă çĕре «Диалог» эксперчĕсем хутшăннă. Патшалăх пабликĕсемпе Регионăн управлени центрĕсем урлă активлăн ĕçлеççĕ.

«Саккуна тунă чухне пирĕн сĕнӳсене шута илнĕ. Çапла экспертсем патшалăх пабликĕсенче официаллă информацие çеç мар, вĕсенче усăллă, интерактивлă тата илĕртӳллĕ контент та вырнаçтарма сĕннĕ. Сăмахран, хула пабликĕнче историе мĕнле пĕлнине тĕрĕслеме викторина ирттерме май пур. Вăл администрацин ĕçне тӳррĕн пырса тивмесен те хула çыннисене паблика илĕртме, подписчиксен йышне ӳстерме май парать», — палăртнă «Диалог Регионы» АНО генеральнăй директорĕн çумĕ Андрей Цепелев.

Чăваш Енри Регионăн управлени центрĕн ертӳçи Татьяна Немцева палăртнă тăрăх, паянхи кун тĕлне республикăри ĕç тăвакан влаçăн пур органĕ те, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем те «Вконтакте» социаллă сетьре тата Telegram мессенджерта хăйсен пабликĕсене туса хунă, тытса пыраççĕ.

«Влаç органĕсен социаллă сетьсенчи страницисем республикăра пурăнакансемшĕн хăнăхнă хутшăну каналĕсем пулса тăчĕç. Çынсене ăнланмалла, меллĕ формăпа, çав шутра карточкăсем, видеороликсем, профильлĕ экспертсемпе ирттернĕ тӳрĕ линисем урлă тĕрлĕ информаципе паллаштараççĕ.  Патшалăх пабликĕсем çинчен калакан саккун граждансен ыйтăвĕсене тата та хăвăртрах татса пама пулăшасса шансах тăратăп», — палăртнă Татьяна Немцева. 

клиентсемпе хутшăнма пулăшăпăр», — палăртнă «ШУМ» форумăн директорĕ Татьяна Мандрыкина.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *