Четверг, 25 апреля

Гранта тивĕçнĕ

Гранта тивĕçнĕ

Нумаях пулмасть Калининград хулинче Пĕтĕм Раççейри çамрăксен «Шум» форумĕ иртнĕ. Унта çĕршывăн 77 регионĕнчен 500 ытла çамрăк креатор, фотограф, копирайтер, медийщик, дизайнер, блогер хутшăннă.  

Форум вăхăтĕнче Çамрăксен ĕçĕсен федераллă агентстви ирттернĕ грант конкурсне пĕтĕмлетнĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕ тата журналистика факультечĕн студентки, «ЧГУ НЬЮС» медиацентрăн SMM енĕпе хутшăнакан Ксения Илюхина медиапроекта пурнăçа кĕртме 200 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ.

К.Илюхинан проекчĕ медиапа интересленекен, паянхи социаллă сетьсемпе онлайн-платформăсем урлă аталанас, хăйсем çинчен тата хăйсен ĕçĕ çинчен каласа парас кăмăллă çамрăксене хатĕрлес тĕллевлĕ. Проектпа килĕшӳллĕн тĕрлĕ медиа-компетенцисемпе (фото, видео, дизайн, журналистика) ятарлă программа хатĕрлеме палăртнă. Çавăнпа пĕрлех МедиаХакатон — Чăваш Енри студентсен тата шкулсен медиацентрĕсем тата пресс-службăсем хушшинче ăмăрту ирттерĕç.

«Форумри ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх кейссен чи лайăх тупсăмĕсене пурнăçлама май пулĕ. Хăш-пĕр проектсемпе заказчиксем хушма улшăнусемсĕрех усă курĕç. Форума хутшăнакансенчен хăшĕ-пĕрне ĕç те сĕнчĕç. Малалла эпир пур проекта та мĕнле аталантарса пынине  пăхсах тăрăпăр, участниксене

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *