Ĕçсем малалла пыраççĕ

Ĕçсем малалла пыраççĕ

Хĕвеллĕ те шăрăх çанталăкпа усă курса районти ял хуçалăх предприятийĕсем выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе малалла ĕçлеççĕ.

Июлĕн 11-мĕшĕ тĕлне 2574 гектар нумай çул ӳсекен курăксем çулнă. 3556 тонна утă хатĕрленĕ. Ку енĕпе кăтартусем «Урожай» колхозра (605 тонна), «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕнче (450 тонна) пысăк. Районĕпе 4897 тонна сенаж янтăланă. «Урожай» колхозра 1450 тонна, «Асаново» ЯХПКра 1200 тонна, «Рассвет» ЯХПКра 1140 тонна çак паха апат пур. Хуçалăхсем 2118 тонна силос хывса хăварнă. Ăна хальлĕхе «Луч» (1340 тонна), «Восток» хуçалăхсем (778 тонна) ытларах хатĕрленĕ. Ĕçсем малалла пыраççĕ.

Р.Басников.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *