Понедельник, 27 мая

Ял уявне паллă турĕç

Иртнĕ шăматкун, июлĕн 9-мĕшĕнче  Тури тата Анат Тимĕрчкасси ялĕсене пуçласа янăранпа 418 çул çитнине халалласа ял  уявĕ  иртрĕ.  Пуçтарăннисене чи малтанах район пуçлăхĕ Р.Мансуров, район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ А.Селиванов, «Слава картофелю» агрофирма ООО учредителĕ А.Капитонов, ял хуçалăх предприятийĕсен председателĕсем, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем, сумлă ентешсем саламларĕç. Маттур та хастар  çынсене Хисеп грамотисемпе чысларĕç.   

Уяв чăннипех те асра юлмалла, хаваслă пулчĕ. Пурте пĕрле вăйă картине тăрса юрласа савăннине мĕн çиттĕр? Ачасем те, аслисем те хавасланса вăйă юррисене шăрантартăмăр. 

Вырăнти ал  ĕçĕн  ăстисем Т.Плешкова, М.Фомина,  Е.Ефимова, К. Иванова,  Л.Шорникова,  А.Крылова  хăйсен илемлĕ япалисемпе паллаштарчĕç. Маттур та ăста вĕсем, мĕн кăна  тума пĕлмеççĕ пулĕ.  Хăйсем çеç мар  ачасене те çак ĕçе явăçтараççĕ.

Вăй-хал енчен çирĕпписем кĕрешсе, алă вăйне виçсе, вĕрен туртса, волейболла выляса тупăшрĕç. Лапта, футболл, волейбол вăййисем  те  хĕрӳ иртрĕç.

Художество пултарулăх ушкăнĕсем, уйрăм юрăçсем, халăха кунĕпех юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç. Чăваш эстрада çăлтăрĕсем Андрей Смирнов,  Ирина Лампасова, Арина Галкина, Ольга Лукова  сцена çине тухрĕç, савăк юрăсем шăрантарчĕç.  Савăнăçлă та хаваслă уяв  каçхи фейерверкпа вĕçленчĕ.

Л.ФИЛИППОВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *