Понедельник, 27 мая

Çĕнĕлĕхсемпе анлăн усă курса ĕçлет

Çĕнĕлĕхсемпе анлăн усă курса ĕçлет

Библиотекарь профессийĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — вулакансемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлесси. Пысăк технологисем аталаннă тапхăрта çак çыхăну официаллă сайт, электронлă почта, тĕрлĕ социаллă сетьсем урлă пулса иртеççĕ. Акă, Çĕнĕ Мăрат ялĕнче библиотекарь пулса тăрăшакан Светлана Николаевна Петрова  «ВКонтакте» социаллă сетьре хăйĕн страницине чи хастар ертсе пыракан  культура ĕçченĕсенчен пĕри. Вăл йĕркелесе ирттерекен мероприятисемпе тĕнче шайĕнче те паллашма май пур. Социаллă сеть вулакансемпе тăтăшах çыхăнура пулма, вĕсемпе кирек хăш-вăхăтра та тĕл пулса калаçма май парать. Паллах, вулавăшра куçа-куçăн иртекен тĕл пулусене нимĕн те çитмест.

 «Светлана Петрова 2012 çултанпа Çĕнĕ Мăратри библиотекăра вăй хурать. Хăйне шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа тĕплĕн пурнăçлать. Вулавăшра тăрăшакан пĕлĕвне тăтăшах аталантарас тĕллевпе семинарсене, квалификаци ӳстермелли курссене хутшăнать. Хăй тĕллĕн нумай çĕнĕ информаци пĕлсе ял-йыша, ĕçтешĕсене каласа парать. Районта, республикăра, Раççейре иртекен конкурссемпе акцисене хастар хутшăнса малти вырăна тухать», — паллаштарчĕ районти тĕп вулавăш директорĕ Инна Ядрова.

 Ял çыннисем, ачасем  Светлана Николаевна йĕркеленĕ уявсене, вăйăсене, викторинăсене, акцисене хаваспах хастаррăн хутшăнаççĕ. Мĕншĕн тесессĕн библиотекарь вĕсене кашнинех чунне парса, тĕплĕн хатĕрленет. Библиотекăра тĕрлĕ ӳсĕмри çынсене компьютерпа усă курма та вĕрентет. Вулавăшра кулленех вăй хуракан ачасемпе те, çамрăксемпе те, аслă ӳсĕмри çынсемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Вулакансене кирлĕ кĕнеке, хаçат-журнал, информаци кĕске хушăрах тупса парать. Çав вăхăтрах сусăр çынсемпе тивĕçлĕ канурисем çинчен те  манса каймасть. Вĕсем патне кайсах çӳрет.

Библиотекарь Çĕнĕ Мăратри вăтам шкулпа, «Ромашка» ача сачĕпе, ялти клубпа, музейпа, Тукай ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсемпе, почтăпа, больницăпа тачă çыхăну тытса ырми-канми тăрăшать.  Кашни мероприятие пурнăç таппинчен юлмасăр, çĕнĕлĕхсемпе анлăн усă курса йĕркелет. Çуллахи вăхăтра та шкул ачисем библиотекăна васкаççĕ. Унта вĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртса кĕнекесемпе, çĕнĕ геройсемпе паллашаççĕ, юлташĕсемпе тĕл пулаççĕ, Тукай ял тăрăхĕн историйĕпе те презентаци пăхса кăсăкланаççĕ.

Тăрашса ĕçленĕшĕн С.Петровăна Хисеп грамотисем тата Тав хучĕсем, парнесем парса чысланă.

«Кĕнеке алăра — çĕнĕ ăс пуçра», — тенине тĕпе хурса вулавăш çуртне яланах çӳресчĕ.

А.Мариян.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *