Ырăпа аса илеççĕ

Этеме ĕç çуратнă теççĕ. Ĕç ăна çын тунă. Çын вара хăй таврашĕнчи çутçанталăка улăштарса тем тĕрлĕ япала шухăшласа кăларнă. Шутлама пĕлекен çын пурнăçа нихăçан та ахаль пурăнса ирттермест. Унăн хăй хыççăн ырă, асамлă йĕр хăвармалла. Ырă ят çĕнсе илнĕ çын вара яланах хисеплĕ. «Ятлă çынна ял савать», — тенĕ мĕн авалах ватăсем. Хисеплĕ, ятлă çын пулма вара питĕ йывăр.

 Йăлмахва ялĕнче ĕçпе ырă ят çĕнсе илнĕ çынсем сахал мар. Манăн вара Мираида Васильевнăпа Николай Кириллович Смирновсем çинчен çырса пĕлтерес килет. Паянхи кун вĕсем пирĕнпе çук, çапах ырă ячĕ ял-йыш асĕнче нумайлăха тăрса юлĕ.

Николай Кириллович Смирнов 1938 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Йăлмахва ялĕнче Кирилл Сергеевичпа Екатерина Николаевнан çемйинче кун çути курнă. Тăваттăмĕш ача, кĕçĕнни пулнă. Çемье тата та пысăкланатчĕ пулĕ — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Çемье пуçĕ ялти арçынсемпе пĕрле алла пăшал тытнă. Телей тарнă Смирновсен килĕнчен? Кирилл Сергеевич хыпарсăр çухалнă. (Ялти таврапĕлӳçĕн  П.Н.Зайцевăн шырав ĕçĕсем хыççăн вăл ăçта, мĕнле çапăçса пуçне хуни, ĕмĕрлĕх канăçне ăçта тупни халĕ ĕнтĕ паллă.)

Çăмăл пулман тăватă çамрăк ачапа тăлăха тăрса юлнă хĕрарăмăн пурнăçĕ. Мĕнле йывăр пулсан та Екатерина Николаевна икĕ ачине, Гурипе Николая (иккĕшĕ çамрăклах куçĕсене хупнă), ура çине тăратнă, çын тунă.

 Ачалăхсăр ачалăх пулнă Николайăн. Пурнăçа тĕрĕс пурăнма, кашни тĕллеве пурнăçлама пĕлни ăна хăйне вăйлă туйма пулăшнă.

Салтак çулĕ те çитнĕ. Çамрăк çак ялтах çуралса ӳснĕ Мираида Васильевнăна мăшăр пулма ыйтать. Пĕчĕк туй туса савнă хĕре амăшĕн килне хăварать. Хăй вара Байконурта (Казахстан) виçĕ çул службăра тăрать. Салтакран ăна амăшĕ, мăшăрĕ тата икĕ çулти хĕрĕ Раиса кĕтсе илеççĕ.

Мираида аппа çинчен ял хушшинче пĕр сивĕ сăмах та илтмен. Мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе   ӳснĕ. Ара, вăхăтсăр ӳссе çитнĕ ачасен алли лекмен ĕç юлман ĕнтĕ вăл вăхăтра. Пĕтĕм пурнăçне ялпа, колхозпа çыхăнтарнă. Бригадир хушнинчен юлман. Ĕçне кура хисепĕ: çакна тивĕçнĕ наградăсем çирĕплетсе параççĕ. Николай Кириллович та, Мираида Васильевна та ĕç ветеранĕсем.

 Ырми-канми ĕçлекене те, ача-пăча ӳстерекене те, çукран пур тăвакана та, ырă йăла-йĕркене тытса пыракана та ĕçчен-матур, çивĕч çын тетпĕр. Сакăр ача çуратса, пăхса-ӳстерсе, вĕрентсе çын туса, мăшăрлантарса çĕршыва юрăхлă тăвать хисепе тивĕçлĕ мăшăр. Паянхи кун вĕсен 17 мăнук, 21 мăнмăнук.

Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пырсан çеç ĕç ăнать, ырă ят сарăлать. Ĕçрен хăраман, таса чун- чĕреллĕ, ырă ĕмĕтлĕ çынсем кăна хăйсем хыççăн ырă ят хăвараççĕ.

Чăнах та, ял хушшинче вĕсем хисеплĕ çынсене Йăлмахва халăхĕ сума сăвать, ырăпа кăна аса илет.

                                                    Н.СМИРНОВА.

Ĕ

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *