Хисеплĕ ята тивĕçнĕ

Ĕç вырăнне çитнĕ çĕре ун кабинечĕ умне çĕр каçа шăл ыратнипе аптракансем пырса ларнă та. Галина Вениаминовна хăйсене йышăнасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, вăл пулăшасса шанаççĕ. Кунсеренех вуншар çын пырать Аслă Чурачăкри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн  шăл кабинетне. Ял тăрăхĕн территорине кĕрекен ялсенчен çеç мар кӳршĕрен те, район центрĕнчен те килеççĕ ун патне. Пĕрне те пулăшусăр хăвармасть вăл. Камăн шăлне кăларсах яма тивет, камăнне сиплев процедурисем ирттерет, теприне сĕнӳ-канаш парать…

Галина Вениаминовна Шуряшкина кунта 32 çул вăй хурать. Çав вăхăтра миçе çынна пулăшу панине шутласа та кăларма çук пулĕ. Вĕсем пурте ăна тав туса тухса каяççĕ. Çакă специалист хăй суйласа илнĕ ĕçе тӳрĕ кăмăлпа, пĕлсе тата тĕплĕ тунине туллин çирĕплетет. Ун пирки хитре сăмахсем татах та нумай çырма пулать.  Анчах та илемлĕ калани пĕрре,  стомотолг ĕçне унăн пациенчĕсем хăйсем лайăх енчен хаклани паха. Вĕсем вара пултаруллă специалист пирки ырăпа кăна асăнаççĕ. Иртнĕ çул ăна районти депутатсен Пухăвĕн депутатне суйланă. Г.Шуряшкина ялти культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх коллективне те çӳрет. Унăн хастар ĕçне пĕрре мар Хисеп грамотисем парса чысланă. Кăçалхи çу уйăхĕн вĕçĕнче ЧР Пуçлăхĕ ăна «Чăваш республикин сывлăх сыхлавĕн  тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парасси çинчен указа ал пуснă. Медицина ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртнĕ савăнăçлă уявра О.Николаев Президент çав паллăна Г.Шуряшкина кăкăрĕ çине çакса янă. Галина Вениаминовнăна саламлатпăр, хăйĕн йывăр та сăваплă ĕçĕнче малашне те ăнăçусем сунатпăр. Вăл хисеплĕ ята чăннипех те тивĕçлĕ.

Г.Юрьев.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *