Килĕшӳпе ăнлану — çемье тĕрекĕ

Килĕшӳпе ăнлану — çемье тĕрекĕ

Туй пынă вăхăтра пуçтарăннисем çамрăк мăшăр ячĕпе ырă сăмахсем нумай калаççĕ, килĕшӳпе телей, сак тулли ача-пăчаллă пулма, ĕмĕр-ĕмĕр пĕр-пĕрне юратса пурăнма сунаççĕ. Комсомольски ялĕнче пурăнакан Мокеевсем пил сăмахĕсенчи йĕркесене ăша хывса хăварнă та вĕсене хăйсен кулленхи пурнăçĕнче пурнăçласа пыма тăрăшнă. Кирек мĕнле ыйтăва та пĕрле канашласа, сӳтсе явса татса пама майсем тупнă, сак тулли мар пулин те ывăлпа хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ 6 мăнукĕпе савăнаççĕ, 45 çул пĕр çăвартан пурăнаççĕ. Ĕмĕр ĕмĕрлессинче çемье тĕп вырăн йышăнать пулин те, унсăр пуçне кулленхи ĕç вырăнĕ, обществăри çынсем те пур. Унта мĕнле туясси, тытасси вара чылай чухне кил-çуртри лару-тăруран нумай килет. Кил-тĕрĕшре вара чашăк-тирĕк шакăртатмасăр пулмасть. Кун пек чухне мăшăрсенчен пĕрин вăхăтра ăнланма пĕлни кирлĕ тесе шутлаççĕ Мокеевсем.

Вĕсем пĕр-пĕринпе больницăра паллашнă. Кивĕ Сĕнтĕр хĕрĕ Маша вунă класс пĕтернĕ хыççăн унта санитаркăра ĕçлеме пуçлать. Кĕçĕн Каçал каччин, Женьăн, Тутар АССРĕнчи Васильевăри автотехникум пĕтернĕ хыççăн Мари республикинчи Зеленодольскран направленипе ĕçлесе таврăнса районти «Сельхозтехника» юсавпа техника предприятине вырнаçнăскерĕн,  пĕр вăхăт тĕп больницăра сипленме тивет. Шăпах çакăнта асăрхать те вăл вăр-вар та илемлĕ хĕре. Çулталăк пĕр-пĕрне килĕштерсе çӳренĕ хыççăн икĕ юратакан чĕре çемье çавăрма шутлать. 1977 çулта  вĕсем мăшăрланаççĕ.

Ачаранах техникăна юратса ӳснĕ Евгений Авдеевич мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех районти тĕрлĕ предприятисенче тăрăшать. Автомеханик специальноçне лайăх пĕлекенскер кирек ăçта ĕçлесен те лайăх енчен çеç палăрса тăрать. Вăл «Комсомольский» совхозра, «Лакокраска» ОООра нумай вăхăт мастер-наладчик, токарь пулса вăй хурать. Шаннă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа тата пахалăхлă  пурнăçласа пырать. Хастар ĕçшĕн вăл Хисеп грамотисене, «Ĕç ударникĕ», «Социализмла ăмăрту çĕнтерӳçи» паллăсене тата ытти наградăсене тивĕçнĕ.

Мария Васильевна качча кайсан та малалла вĕренме пăрахман. Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищине куçăн мар майпа пĕтернĕ, Хусанти культурăпа искусство институтĕнче библиотека ĕçĕн факультетĕнче пĕлӳ илнĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех вăл библиотека системинче тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă. Унăн ача-пăча библиотекинче те, тĕп библиотекăн пайĕсенче методистра та ĕçлеме тивнĕ. Чылай вăхăт районти тĕп библиотекăн коллективне  те ертсе пынă. Мария Васильевнăна чылайăшĕ вăл районти культура ĕçченĕсен профсоюз комитетечĕн председателĕ пулнипе те пĕлеççĕ. 15 çул çак ĕçре тăрăшса  вăл отрасльте ĕçлекенсен пурнăçĕпе интересленсех тăнă, йывăр лару-тăрăва лекнисене пулăшма майсем тупса пама тăрăшнă. Библиотекăра ĕçленĕ май яланах халăх хушшинче пулнă. Хастар пулнипех пулĕ ăна обществăлла ĕçсем те чылай шанса панă. Çулсеренех М.Мокеева суйлав комиссийĕн ĕçĕсене хутшăннă. Халăх сучĕн заседателĕ те пулнă. Юрра-ташша юратаканскер 1987—2001 çулсенче районти культура çурчĕ çумĕнчи юрăпа ташă ансамбльне çӳренĕ. 2001 çултанпа «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн хастар членĕ.  Сăмах май каласан, мăшăрĕ Евгений Авдеевич та çамрăкрах чухне «Комсомольский» совхозăн пĕрлештернĕ хорĕнче юрланă.

«Ялта ӳснĕ те пире анне мĕн пĕчĕкренех ал ĕç тума, апат-çимĕç пĕçерме вĕрентнĕ. Çакă пурнăçра питĕ кирлĕ. Çĕвĕ машинипе те япаласем çĕлеме юрататăп, тĕрлетĕп те. «Каçал» ансамбльпе сцена çине тухакан чăваш халăх тумне те,  хушпăвне те  хамăрах тунă», —  тет Мария Васильевна.

Мокеевсем 30 çул нумай хутлă çуртра хваттерте пурăннă. Евгений Авдеевичăн ашшĕпе амăшĕ çĕре кĕрсен вĕсем пурăннă çурта куçнă. Ăна тĕпрен юсанă, хăтлăх кĕртнĕ. «Уйрăм çуртра пурăнма аван. Картишне тухатăн та хăвна ирĕклĕ туятăн. Пахчана кĕретĕн те чун каниччен ĕçлеме пулать. Йĕри-тавра ешĕл тĕс. Пире питĕ килĕшет», — пĕлтереççĕ Мокеевсем. Чăннипех те илемлĕ вырăнта  пурăнаççĕ вĕсем. Авторанспорт шăв-шавĕ илтĕнмест, таврара йывăç-курăк ешерет. Çу кунĕсенче пӳрт-çурт, картиш мăнукĕсен хавас сассисемпе тулать.

Телейлĕ те туслă çемье Мокеевсен. Туйра каланă пил сăмахĕсене тытса пырса пурăнать мăшăр. Вĕсен юратăвĕ нихăçан та ан иксĕлтĕр, килĕшӳллĕхĕ, пĕр-пĕрне ăнланни ан çухалтăр.

Ю.Гаврилов.

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *