Понедельник, 24 июня

Мечет уçăлчĕ, ял çынни савăнчĕ

Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнче  Урмаел ял историйĕнче çĕнĕ йĕркесем çырăнчĕç. Кунти мечет тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, хитрелетнĕ хыççăн тепĕр хут ĕçлеме пуçларĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçма харăсах Чăваш республикин Пуçлăхĕ  Олег Николаев тата Тутарстан республикин Президенчĕ Рустам Минниханов та килсе çитни те чылайлăха асра юлакан пулăм.

Уяв  Коранăн аятчĕсене вуланинчен пуçланчĕ, уйрăмах тутар халăхĕшĕн, ял аталанăвĕшĕн сумлă ĕçсем тунă çынсене Тутарстан республикин наградисене пачĕç. «Чăваш республикинче 128 национальноç çыннисем килĕштерсе пурăнаççĕ, халăх йышĕпе тутарсем виççĕмĕш вырăнта. Вĕсем Чăваш ен пурнăçне лайăхлатас енĕпе пысăк ĕçсем тăваççĕ. Чи пĕлтерĕшли — хăйсен йăх-хурăнташĕсен йăли-йĕркине упраса пыни», — палăртрĕ Олег Васильевич.

Олег Николаев  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн  Тав хучĕпе  республикăри  мăсăльмансен управленийĕн Тĕп тĕн организацийĕн  членĕсене Данис Садртдинова тата Ильгизар Сафиянова  чысларĕ. 

 Рустам Минниханов Чăваш ен Пуçлăхне  Олег Николаева тутарсене хăйсен тĕнне тытса пыма, йăли-йĕркине аталантарма майсем туса панăшăн тав турĕ.  Каçал тăрăхĕнче пурăнакансене малашне те аталанма, çĕнĕрен те çĕнĕ объектсем хута яма ырлăх-сывлăх сунчĕ.  «100 лет образования Татарской Автономной Советской Социалистической Республики»  медальпе Дамир Камартдинова наградăларĕ,  Хамидулла Миназетдинов имама Тутарстан Республикин Президенчĕн Тав хучĕпе саламларĕ.

Мечете уçнă çĕре ЧР Ял хуçалăх министрĕ Олег Артамонов, Тутар республикин премьер-министрĕн çумĕ, Пĕтĕм тĕнчери тутарсен Конгресĕн наци совечĕн председателĕ Василь Шайхразиев, Раççейри мăсăльмансен духовенство Пухăвĕн муфтийĕ Альбер хазрат Крганов, район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Юрий Митюков,  Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин тата ытти паллă çынсем хутшăнчĕç. Вĕсем  тĕн общество аталанăвĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртрĕç, мечет уçăлнă ятпа саламларĕç.

Урмаелĕнчи мечете 1990 çулта туса пĕтерсе хута янă пулнă. Ун лаптăкне пысăклатас тата илемлетес тĕллевпе кунта 2014 çултах юсав ĕçĕсем пуçланă. Турра ĕненекенсен тата меценатсен пулăшăвĕпе чылай ĕç пурнăçланă. Хăнасем мечетĕн çĕнетнĕ сăн-сăпачĕпе кăмăлтан паллашрĕç. Çавăн пекех вĕсем ялти «Кара Пулат» мечетре те пулса курчĕç.

Урмаел ялĕнче пурăнакансем малашне кăмăлтан Рахимулла хазрат Миназетдинов ячĕпе хисепленекен мечете кĕлле çӳреме, уявсене паллă тума килме пултарĕç. Вĕсене Аллахăн хăтлă çурчĕ кĕтĕ.

Çак кунах Урмаел ялĕ çывăхĕнчи лапамра Атăлçи Пăлхар çĕршывĕ ислам тĕнне йышăннăранпа 1100 çул çитнине халалласа шакирдсен (мечетсенчи медресесенче вĕренекенсен) уявĕ те пулса иртнĕ. Унта ачасем тĕнпе çыхăннă тĕрлĕ мероприятисене хутшăннă. Уйрăмах пултаруллисем, тĕн пĕлĕвĕ енчен палăрнисем çĕнтерӳçĕ пулса тăнă, парнесене тивĕçнĕ.

А.Сатиева.  

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *