«Рассвет» хуçалăх – 25 çулта

Июлĕн 2-мĕшĕнче Тукай ялĕнче юрăпа ташă, ĕç тата спорт уявĕ — Акатуй иртрĕ. Уява районта тата республикăра малтисен шутĕнче пыракан «Рассвет» ЯХПК  25 çул тултарнине тата  ялти этнокультура паркне хута янăранпа 10 çул çитнине халалларĕç.  Уявра колхоз çулсерен мĕнле аталанса пынине кăтартакан сăнӳкерчĕксемпе, алă ăстисен тата Тукай ялĕн паллă çыннисене халалланă «Мухтавлă ентешсем» куравсемпе паллашма май пулчĕ. Ратнесем кашниех хăйсен кил картисене илемлетрĕç, шӳрпе пĕçерсе пĕр-пĕрне хăналарĕç. Вырăнти художество пултарулăх коллективĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Чи малтанах Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Осипов ял халăхне уявпа саламларĕ, Тукай ялне аталанма тăтăшах пулăшса тăракан спонсорсене Тав хучĕсем парса чысларĕ. «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ М.Афанасьев кĕскен хуçалăх историне аса илчĕ, ĕçченсене паллă кунпа салам сăмахĕ каларĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх ĕçре хастарлăхпа палăрнисене парнесем  парса хавхалантарчĕ. Çавăн пекех,  Акатуйра  район пуçлăхĕ Р.Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов Тукай ялĕн çыннисене паллă кунпа саламларĕç. Çак ялта çуралса ӳснĕ Г.Шурбинпа С.Никитин спонсорсем те сăмах илчĕç тата ытти хăнасем те ырă сăмахсем каларĕç.

Спорт вăййисемпе ăмăртусен çĕнтерӳçисене тĕрлĕ призсемпе хавхалантарчĕç. Сахăр миххи йăтса чупса арçынсем хушшинче — Е.Хурасев, хĕрарăмсем хушшинче вара — И.Краснова малтисем пулчĕç. Канат туртассипе ăмăртăва та ял халăхĕ хастаррăн хутшăнчĕ. Кире пуканне район пуçлăхĕ Р.Мансуров тĕрĕс тата çăмăллăнах нумай хутчен çĕклесе кăтартрĕ. Çак ăмăртура чи маттурри   А.Кириллов пулчĕ, ун хыççăн — Н.Коноплев, виççĕмĕш вырăнта — С.Кириллов.   Кĕрешӳре шкул ачисем хушшинче пĕрремĕш вырăна В.Мартынов, иккĕмĕшне — С.Иванов, виççĕмĕшне вара — А.Никитин тивĕçрĕ. Арçынсем хушшинче виççĕмĕш вырăнта Д.Игнатьев, иккĕмĕш — Е.Хурасев пулчĕç. Тĕп парнене, такана, П.Игнатьев çĕнсе илчĕ. 

Юрă-ташă сасси  пĕр самантлăха та чарăнмарĕ. «Рассвет» ЯХПК чăваш эстрада çăлтăрĕсене С.Печниковăна, К.Рязанова, Татьянăна уява чĕннĕ.  Каçхине те Акатуй сасси аякранах илтĕнсе тăчĕ.  С.Никитинăн парни — Шупашкартан килнĕ артистсемпе юрăçсем — Денис Антипов, Оксана Степанова, Екатеринăпа Александр Сорокинсем, Ирина Музыкантова, Галина Иванова илемлĕ юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç. Савăнăçлă уяв илемлĕ салютпа вĕçленчĕ. Инçетренех курăнакан илеме Г.Шурбин ентеш йĕркеленĕ. Чăннипех те уяв питĕ савăнăçлă иртрĕ.

А.Матросова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *