Евгений Карпеев: «Пурнăçра чи кирли — хамăр ĕçе юратни»

Евгений Карпеев: «Пурнăçра чи кирли — хамăр ĕçе юратни»

Каçал енĕн пурнăçĕнче  райпо яланах хастарлăхпа, ĕçченлĕхпе палăрса тăрать. Кунта тăрăшуллă та маттур, çирĕп вăй-халлă ĕçченсем тăрăшаççĕ. Аслăрах çулхисем çеç мар, çамрăксем те ĕçре çивĕч. Вĕсем пысăк опытлисенчен вĕренсе пыраççĕ, çĕннине çăмăллăнах алла илеççĕ. Çак ĕçре вара чылай чухне аслă ăрурисем те сахал мар пулăшу кӳреççĕ. Çак кунсенче райпо тытмне пысăк тӳпе хунă маттур та пуçаруллă çынсенчен пĕринпе —  Евгений Иванович Карпеевпа тĕл пулса калаçма тӳр килчĕ.  Евгений Иванович 27 çул райпо тилхепине çирĕп тытса пынă.  Вăл пуçарнипе пурнăçланă ĕçсем паянхи кун та пĕтĕмпех куç умĕнче.  Вăл ертсе пынă çулсенче Комсомольски райповĕ хăйĕн аталанăвĕнче сулмаклă утăмсем тунă, пĕрре çеç мар республика шайĕнче палăрнă.  

—  Пысăк предприятие ертсе пыма шансассăн, ĕçри ӳсем  пĕрле тăрăшса ĕçленинчен нумай килнине шута илсе, чи малтанах коллективпа пĕр чĕлхе тупма тăрăшрăм, кадрсен енĕпе ытларах тимлĕх уйăртăм.  Хам умма тĕллев лартрăм — тилхепене алла илнĕ пулсассăн,    тăрăшса ĕçлемелле, аталанмалла, малтан малалла ăнтăлмалла.  Тĕрлĕ тавар тупса илесси те, хутшăнусем йĕркелесси те, строительство ĕçсем пурнăçласси те çăмăллăн пулмарĕç.  Суту-илĕве пĕлсе йĕркелесси, обществăлла апатланăва вăй илтересси,  хатĕрлев кантурне ĕçлеттерсе ярасси, тĕрлĕ тавар туса кăларасси,  халăха пулăшу кӳрес енĕпе ĕçе пуçарасси çине мĕн чухлĕ вăй-хал янă пулĕ. Пĕччен-иккĕн пурнăçламан çак ĕçсене, пĕтĕмпех йышпа, пĕр-пĕринпе канашласа, сӳтсе явса  пурнăçланă.  Халăха пысăк пахалăхлă, тин туса кăларнă продукципе тивĕçтересси пирĕншĕн малти вырăнта тăнă.  Çакна валли эпир пурте пĕрле вăй хунă: сутуçăсем, поварсем, кондитерсем, водительсем, бухгалтерсем.., — терĕ сăмах пуçарса  Евгений Иванович.

Чăннипех те çапла нимĕнле предприяти те вăр-вар ура çине çирĕп тăман.  Аталану çулĕ кунран-кун çирĕпленнĕ, вăй илнĕ. Райпора та çаплах. Çулсерен суту-илӳ тăвасси ӳснĕ,  çĕнĕ обьектсем хута кайнă. Район центрĕнче тĕрлĕ таварсемпе: апат-çимĕçпе, строительство тата хуçалăхра кирлĕ таварсемпе, аш-какайпа, ял хуçалăх продукцийĕпе, запас пайсемпе сутă тăвакан çĕнĕ  магазинсем хута кайнă.  Районти кашни ялтах куллен кирлĕ таварсен лавккисене çĕнĕрен юсаса çĕнетнĕ.

— Çакна пĕтĕмпех пурнăç условийĕсем тума ыйтнă. Çынсен кăмăлне тивĕçтерес, суту-илӳ лавккисене кĕрсе тухма кăмăллă та илемлĕ пултăр тесе, таварсен ассортименчĕ пуян пултăр тесе çĕннине вĕренсе, çĕнĕлле ĕçлеме тăрăшнă.   Комсомольски райповĕ  республикăра чи малтисенчен  суту-илӳ точкисене автоматизацилерĕ, унпа пĕрлех вĕсене юсаса çĕнетрĕ.    Обществăлла апатлану предприятийĕсене пырса кĕме  кăмăллă пултăр тесе илемлĕ залсем хăтлăтма тăрăшрăмăр. Кафесен тата ресторанăн сăн-сăпачĕсене  палăрмаллах улăштартăмăр.

Ялсенче пурăнакансене уявсем ирттерме меллĕрех пултăр тесе Нĕркеç, Аслă Чурачăк, Асанкасси ялĕсенче  пĕчĕк кафесем уçрăмăр.  Район центрĕнче «Сеньора» пиццерие хута яма та вăй çитертĕмĕр.  Юсаса çĕнетнĕ, илемлетнĕ залсенче апатланас текенсем тӳрех  йышланчĕç.  Туй, юбилей е савăнăçлă урăх мероприяти ирттерес текенсем те чылай пулчĕç, — каласа пачĕ иртнине аса илсе потребкоопераци ветеранĕ.

 Уйрăм предпринимательсен кафе-магазинĕсем çумăр хыççăн  шăтса тухнă кăмпа пекех йышлăланса пынăран райпо ĕçченĕсен  алă усса ларма вăхăт  пулман.   Евгений Иванович ертсе пыракан коллектив самана таппине кура çĕнĕлĕхсене алла илсе, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе тăрăшнă.  Ыттисен паха опычĕпе паллашас тесе район, республика, Раççей тулашĕнче те пĕрре анчах мар пулнă вĕсем.  Пуян опыта вырăнта усă курас тесе тăрăшнă.   Ыттисен паха тĕслĕхĕсене ĕçе кĕртнĕ  аталанма сахал мар пулăшнă. Магазинсем, кафесем çĕнелнине кашниех пысăк хак панă. Район çыннисем унта хаваспах çӳренĕ. Ĕç вырăнĕсен çӳллĕ шая çитерес тесе те сахал мар вăй хума тивнĕ% пурлăхпа техника базине пуянлатнă,  ĕçченсен пĕлĕвне ӳстернĕ…

Çапла кунран кун аталанас, çĕнĕлле ĕçлес, шухăшсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе    Евгений Карпеев     райпо коллективне ертсе пынă.  Тăрăшни сая кайман. Паян Комсомольски райповĕ ура çинче çирĕп тăракан тытăм.  

— Потребительсен кооперацийĕн историне хăйсен ĕçне парăннă çынсем кашни ĕç кунĕн страницине уçса-хупса çырса пыраççĕ. Эпир, Комсомольски кооператорĕсем, хăйне евĕр шухăшсене пурнăçа кĕртме нихăçан та  хăраса тăман. Пирĕн райпо тĕрлĕ инновацилле проектсене хастаррăн хутшăннă, хутшăнать те.  Светлана Николаевна Грачева ерсе пыракан коллектив паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерсе ĕçлет. Суту-илӳ объекчĕсем çĕнелни, унта çынсем хаваспах çӳрени савăнтарать. Ĕçченсем  тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ, фестивальсенче хастарлăхпа палăраççĕ. Çулсерен  Пĕтĕм  Раççейри «Тараватлă Чăваш ен» фестивальтен çĕнтерӳпе таврăнаççĕ. 

Пурнăçра чи кирли — хамăр ĕçе юратни, пĕр вырăнта тăманни, малалла ăнтăлни. Райпора ĕçчен, харсăр çынсем  ĕçленĕшĕн эпĕ питĕ савăнатăп: вĕсем — пирĕн хыççăн çак ĕçе малалла тăсакансем. Çав вăхăтрах вĕсем — потребительсен кооперацийĕн йăлисене тытса пыракансем.

Эпĕ хамăн ĕçе, потребительсен кооперацине, райпона питĕ юрататăп. Вăл малашне те аталанса пытăр, çĕнĕрен çĕнĕ çитĕнӳсем тутăр! — терĕ саламласа Евгений Иванович. 

А.Ефремова.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *