
Республика кунĕнче Шупашкар хулинче Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăх коллективĕсен XXX фестивалĕ иртрĕ. Унта çĕршыври 10 регионтан коллективсем килсе çитнĕ. Вĕсем куракансене илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Асăннă фестивале районти «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ те хутшăнчĕ. Владимир Павлов ертсе пыракан арçынсен коллективĕ — хуткупăс калакансем — куракансене савăк кăмăл парнелерĕç.