Воскресенье, 5 мая

Республикăра – пĕрремĕш

Республикăра – пĕрремĕш

Иртнĕ эрнере Шупашкар районĕнчи «Чурачикское» АО никĕсĕ çинче республикăри осеменаторсен 37-мĕш конкурсĕ пулса иртрĕ.  Унта пултаруллă, хăйсен районĕсенчи çавăн пек ăмăртура çĕнтернĕ 27 специалист тупăшрĕ.  Пирĕн район чысне «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕн тĕп зоотехникĕ  (вăл выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлнетерес енĕпе те ĕçлет) П. В. Зверев хӳтĕлерĕ.  Петр Васильевич ăста специалист, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче 20 çул тăрăшса паха опыт пухнă.  Халиччен хăй илнĕ пĕлӳпе çеç лăпланса лармасть, малалла та аталанса пырать.  Выльăх-чĕрлĕх отраселĕнчи çĕнĕлĕхсене, малта пыракан технологие тишкерсех тăрать.  Хуçалăхра вĕсене ĕçе кĕртме тăрăшать.

Республикăри конкурсра вĕсен теори ыйтăвĕсене хуравланипе пĕрлех,  хăйсен ăсталăхне практикăра та кăтартса пама тиврĕ.  П. Зверев хăйне пур енĕпе те лайăх енчен çеç кăтартрĕ, хăй ĕçне лайăх пĕлнине çирĕплетсе пачĕ.  Вăл арçын осеменаторсем хушшинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ.  Пултаруллă ĕçчене саламлатпăр, малашне те ĕçĕнче çитĕнӳ сем сунатпăр.

К. Гимальдинов,       

 специалист-эксперт.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *