Четверг, 25 апреля

Уявсем иртеççĕ

 

Июнĕн 25-мĕшĕнче, шăматкун,  Урмаел ялĕнче тутарсен республика шайĕнчи ĕçпе юрă тата спорт уявĕ Сабантуй иртет.

 Хăнасене савăнăçлă  та пуян концерт программи кĕтет.  Художество пултарулăх коллективĕсем юрă-ташăпа савăнтарĕç, суту-илӳ предприятийĕсем тĕрлĕ тавар сĕнĕç, вăй-хал енчен çирĕпписем спортăн тĕрлĕ енлĕ тупăшăвĕсенче: кĕвентепе чупасси,  алă вăйне виçесси, кĕрешесси тата ытти ăмăртусенче  вăй виçĕç.   Мероприяти  11.  00 сехетре пуçланать.  

Çавăн пекех шăматкун, Хирти  Сĕнтĕр  ял тăрăхĕнче йăлана кĕнĕ Акатуй иртет.  Вăл 10. 00 сехетре пуçланть.  Уявра юрă-ташă, спорт ăмăртăвĕсем, ачасене ярăнса киленмелли вырăнсем, суту-илӳ точкисем пулаççĕ.  

Хамăр инф. .

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *