Пятница, 26 апреля

Ял уявне паллă тунă

Ял уявне паллă тунă

 

Нумаях пулмасть  Йăлмахва ялĕнче пурăнакансем тепĕр паллă куна та уявланă.   Ял пуçланса кайнăранпа 370 çул çитнине халалласа кунта хаваслă мероприятисем йĕркеленĕ.  Ял уявне хăнасем те йышлăн пуçтарăннă.  Вырăнти паллă таврапĕлӳçĕ Павел Зайцев Йăлмахва ялĕ çинчен хатĕрленĕ «Мухтанатăп санпа, тăван ял» кĕнекере ун историне, аталанăвне, паллă пулăмсемпе вăл тăрăхран тухнă чаплă çынсем пирки тĕплĕн çырса кăтартнă.  Ку ялшăн та, унта пурăнакансемшĕн те пысăк парне.

Ял уявне Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Г. Кузьмин уçнă, ял-йыша паллă уяв ячĕпе саламланă.  «Слава картофелю» агрофирма генеральнăй директорĕ Х. С. Идиатуллин, «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕн ертӳçи М. Г. Шарафутдинов, ялти ветерансен совечĕн председателĕ Н. А. Смирнова, килнĕ хăнасем хăйсен сăмахĕсенче кунта пурăнакансем пур енĕпе те маттур та пултаруллă пулнине палăртнă.

Уявра юрă-кĕвĕ чылайччен янăранă, спорта юратакансем футбол, волейбол тата ытти спорт ăмăртăвĕсенче тупăшнă.  Пăсланса тăракан шӳрпе тутаннă май ял çыннисем иртнине аса илнĕ, ял малашлăхĕ пирки калаçнă.

    (Хамăр инф. ).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *