Тăрăшса ĕçлесен акара, савăн – уявра

Тăрăшса ĕçлесен акара, савăн – уявра

 

Июнĕн 18-мĕшĕнче Комсомольскинчи вăрман хĕрринчи лаптăкра халăх ака-суха хыççăн ирттерекен йăлана кĕнĕ «Акатуй» уявĕнче савăнчĕ.  Уяв тетпĕр те, вăл юрă-ташăсăр, вăйă-кулăсăр, тутлă апат-çимĕçсĕр, спорт тупăшăвĕсемсĕр пулмасть, паллах.  Çак кун пуçтарăннисене савăнма, кăмăл-туйăмĕ_сене çĕклеме, чун каниччен савăнма пур майсем те пулчĕç.

Кăçалхи «Акатуй» районта 71-мĕш хут иртрĕ.  Ăна ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ ятпа йĕркеленĕ, Раççейри культура еткерлĕхĕн, Чăваш Енри Паллă ентешсен çулталăкĕсене халалланă.  Çакна пур енĕпе те, пур  çĕрте те палăртма тăрăшрĕç.  

 

Уявăн савăнăçлă пайне район пуçлăхĕ Р. Мансуров тата район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Осипов уçрĕç.  Кăçалхи çурхи ака-суха ĕçĕсенче çĕр ĕçченĕсене уйрăмах кăткăс пулнине, çапах та вĕсем мĕн палăртнине акса-лартса хăварма пултарнине, хăш-пĕр уй-хир культурисен лаптăкĕсене ӳстерме те вăй çитернине, халĕ хирсем симĕс «тумпа» витĕннине палăртрĕç, хастарлăхшăн тав турĕç.  ЧР Физкультурăпа спорт тата вĕренӳпе çамрăксен политикин министрĕсем В. Петровпа Д. Захаров хăйсен сăмахĕсенче пирĕн район çыннисем пур енĕпе те республикăра палăрса тăнине çирĕплетрĕç, малашне те ăнăçусем сунчĕç.  ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен, «Единая Россия» парти членĕсен П. Красновăн, Ю. Поповăн, В. Антоновăн сăмахĕсенче те Каçал тăрăхĕнче пурăнакансен ячĕпе ырă сăмахсем нумай пулчĕç.  «Кĕтне» ентешлĕх председателĕ В. Туркай уява килнĕ паллă ентешсене сцена çине хăпарма ыйтрĕ, вĕсене сăмах пачĕ.  Район çыннисем В. Гордеев, С. Лукиянов, А. Иванов, А. Капитонов, В. Лукиянов, В. Краснов ячĕсене лайăх пĕлеççĕ, вĕсем тĕрлĕ сферăра ĕçлесе ырă ят çĕнсе илнĕ.  Ентешлĕх представителĕсем район çыннисене уявпа саламланă май вĕсемшĕн хăйсем çуралса   ӳснĕ тăрăх яланах хаклă пулнине палăртрĕç.

Еçчен çын хисепе, тав сăмахне тивĕç.  Çавăнпа та чыслав саманчĕ уявра пысăк пĕлтерĕшлĕ.   Районта пурăнакан пултаруллă çынсем, «Слав картофелю» агрофирма механизаторĕ Д. Галзанов, «Кооператор» ООО водителĕ А. Митюков, Тукай ял тăрăхĕн администрацийĕн аслă специалисчĕ Н. Такмакова  ЧР  Пуçлăхĕн Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехет илме тивĕç пулчĕç.  Ял хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Урожай» колхоз председательне Ю. Егорова тата çак хуçалăхри Л. Пыркина дояркăна, «Раççей сельхозцентрĕ» учрежденин районти филиалĕн ертсе пыракан аграномне С. Петуховăна, «Слава картофелю» агрофирмăн трактористне В. Владимирова, «Урожай» колхозăн бухгалтерĕсене И. Красновăна тата А. Миллина, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕн бухгалтерне Е. Шарафутдиновăна ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине парса чысларĕç.  Чăваш Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе Самаринăн фермер хуçалăхĕн механизаторне С. Козлова, РФ Пенси фончĕн районти клиент службин ертӳçине И. Белобаевана, ветерансен совечĕн районти уйрăмĕн председательне Ю. Тимофеева наградăларĕç.  «Алга» колхоза нумай çул ертсе пынă, районăн социаллă-экономикăлла пурнăçне аталантарас енĕпе чылай ту пе хывнă Г. Апракова «Комсомольски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ят пачĕç.

Район администрацийĕ те тĕрлĕ çĕрте ыр кăмăлпа тăрăшакансене Хисеп грамотисем парса чысларĕ.  Вĕсене Комсомольски райповĕн кадрсемпе ĕçлекен инспекторĕ Г. Азмуханова, «Урожай» колхоз водителĕ А. Белков, токарĕ Н. Голубев, участок управляющийĕ Г. Пыркин, «Слава картофелю» агрофирма управляющийĕ Р. Камальдинов, «Асаново» ЯХПК  трактористчĕ  А. Воронов, Н. Карпова доярка, А. Таркин водитель, «Комсомольские овощи» агрофирма бухгалтер-кассирĕ Е. Лаврова, «Пайгас» ЯХПК тракторисчĕ С. Трофимов, Н. Хлебникова доярка, «Кооператор» ООО укладчик-упаковщикĕ Ю. Самаркина, «Комбинат питания» ОООн «Трактир» кафе поварĕ И. Юнусова тивĕçрĕç.

Кăçалхи çурхи ака-суха ĕçĕсенче хастар ĕçпе палăрнисем, «Слава картофелю» агрофирмăри А. Вершков, «Дружба» ЯХПКри А. Константинов, Ф. Тазетдинов, «Урожай» колхозри В. Мунтайкин, И. Аюков, «Восток» ЯХПКри Ю. Белков, «Сюрбеево» ОООри И. Басыров, «Дубовка» ОООри А. Никитин, «Слава» ЯХПКри А. Кокшин механизаторсем Хисеп грамотисене тата хаклă парнесене тивĕçнĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче «Асаново» ЯХПКри В. Яковлевăпа       Н.  Белова, «Рассвет» ЯХПКри Т. Прокопьевăпа Л. Махминова, «Искра» колхозри Л. Шемекеева, «Слава» ЯХПКри С. Шатовăпа Т. Кузьмина, «Урожай» колхозри И. Ишуткина, «Восток» ЯХПКри В. Паширов палăрнă.  Вĕсене те наградăсем парса чысланă.

Районăн обществăлла-политикăлла ĕçне хастар хутшăннăшăн «Асаново», «Луч» ЯХПК, «Урожай» колхоз председателĕсене     А. Бахтерова, А. Семенова, Ю. Егорова «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ В. Тимченко алă пуснă Тав çырăвĕсем пачĕç.

Уяв тесен, ăна чи малтанах юрă-ташă илем кӳрет.  Районти художество пултаруллăх коллективĕсем ăна чылай малтан хатĕрленме пуçланă.  Çавăнпа та пулĕ сцена çине тухнă кашни ушкăнах куракансен чун-чĕрине тыткăнларĕ.  Чăваш, тутар, вырăс чĕлхисемпе янăрарĕ кĕвĕ-çемĕ.  Куллен тĕрлĕ ĕçре, уй-хирте, фермăра, шкулта, сывлăх сыхлавĕнче, суту-илӳре. . .  вăй хуракансем уяв вăхăтĕнче халăхра каланă пек «Шупашкар артисчĕсенчен те кая мар пулчĕç».

Куллен хăнăхнă капăр тумлă çынсем хушшинче чăваш, тутар, вырăс халăх тумне тăхăннисем    çӳрени уява татах та илемлĕх кӳчĕ.  Пăхатăн та вĕсем çине, пирĕн мăн асаннесем ал ĕçне мĕнле ăста пулнинчен тĕлĕнетĕн.  Вăл тумтире вĕсем хăйсен аллипе çĕленĕ, эрешсемпе илемлетсе капăрлăх кĕртнĕ.

Районта пурăнакан кашни халăхăнах кил-çурчĕ илемĕпе  палăрса тăрать.  Ял тăрăхĕсем хăйсен хăна çурчĕсене те мĕн пултарнă таран хитрелетме тăрăшнă.  Вĕсем пурăнакан тăрăхăн йăли-йĕркине, пурнăçне сăнлакан пуян экспозици хатĕрленĕ.  Кăçал Мухтавлă  ентешсен çулталăкĕ пулнă май хăйсен ялĕсенче кун çути курса çитĕннĕ мухтавлă ентешĕсем  çинчен каласа паракан стендсем пĕринчен-пĕри чаплă.  Вырăнти пултарулăх ушкăнĕсем хăнасене юрă-ташăпа, ĕçме-çимепе кĕтсе илчĕç.

Хамăр районти райпо, «Кооператор» ООО, «Комбинат питания» ООО тата ытти суту-илӳ предприятийĕсем иртен пуçласа уяв вĕçленичченех халăха паха тавар сĕнчĕç.  Кунсăр пуçне тĕрлĕ çĕртен килнĕ сутуçăсен павильонĕсем те тутлă апат-çимĕçпе, илемлĕ япаласемпе куçа илĕртрĕç.  Техĕмлĕ шашлăк хатĕрлесе сутакансем те кăçал йышлăн пулчĕç, тĕтĕмленĕ аш-пăш тутлă шăршипе хăй патне туртрĕ.

«Ăстасен хулисĕр» пĕр Акатуй та иртмест.  Унсăр мĕнле-ха; Районта ал ĕç тăвакан чăннипех те ăста çынсем чылай.  Вĕсем туса хатĕрленĕ япаласене курма çулсеренех халăх йышлăн пуçтарăнать.  Ал айĕнчи ансат чĕр тавартанах «ылтăн алăллă» çынсем илемĕпе куçа шартакан хатĕрсем ăсталаççĕ.  Кăçалхи выстăвкăра та çыхнă, тĕрленĕ, бисертан тунă капăрлăхпа пĕрлех йывăçран касса хатĕрленĕ, кинусайг техникипе ăсталанă тата ытти мелсемпе усă курса илем кĕртнĕ япаласем чылай пулчĕç.  Ăстаçăсем вĕсене кăтартнипе пĕрлех хăйсен ăслай вăрттăнлăхĕсемпе те паллаштарчĕç.

Пирĕн тăрăхра пурăнакан халăх мĕн авалтанах тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме ăста пулнă.  Уявра Хĕрарăмсен совечĕн районти уйрăмĕн председателĕ И.  Ядрова ертсе пынипе «хуран кукли» пĕçерчĕç.  Г. Новикова кăмака умĕнче тăрса капăртма мĕнле пĕçернине кăтартса пачĕ.  Кăмака тенĕрен, ăна района «сенкер çулăм» килсе çитнĕ хыççăн хутма пăрахрăмăр.  Аслăрах ӳсĕмрисем пĕлеççĕ ĕнтĕ, кăмака хутсан кашни кил хуçи хĕр арăмĕ çеç мар ачасем те хăвăрт çеç вут çумĕнче икерчĕ е капăртма пĕçерсе илме пултарнă.  Ачалăхне аса илсе тăр, район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Осипов çатма тимрин авăрне алла тытса кăмака умне тăчĕ.  Тутарсем те уява килнисене килтен хатĕрлесе килнĕ наци апат-çимĕçне астивсе пăхма сĕнчĕç.  

ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ, Урмаел ялĕнче пурăнакан В.  Камалетдинов  выставкипе те паллашма май пулчĕ.  Унсăр пуçне ӳнерçĕ нумаях пулмасть кун çути курнă «Вагиз Камалетдинов% живопись, графика» кĕнекин презентацине те ирттерчĕ.  Ăна çак ятпа РФ искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Ю. Викторов, паллă художниксем М. Григорян, В. Лукиянов, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн доценчĕ Н. Соловьева, юлташĕсем саламларĕç, творчествăра ăнăçусем сунчĕç.  Инçех те мар пулас художниксен, районти икусствăсен шкулĕн çамрăк сăрăçисен ӳкерчĕкĕсемпе те паллашма май пулчĕ.

Ял тăрăхĕсен территорине кĕрекен ялсене       тĕплĕн ӳкерсе кăтартнă, вĕсенчен тухнă паллă çынсен хушамачĕсене çырнă стенд умĕнче те уява килнисем чылайччен чарăнса тăчĕç.  Юнашарах кăçалхи ĕç паттăрĕсен сăнӳкерчĕкĕсене вырнаçтарнине те ырламалла.  Малашне те ĕçлекен çынсене чыласччĕ, хисеплесчĕ, вĕсене хавхалантарса пырасчĕ.

Ача-пăчашăн Акатуй уйрăмах пысăк савăнăç.  Яланхи пекех кăçал та вĕсене хаваслăх кӳмелли пур майсем те пулчĕç.  Вĕсем чун каничченех пысăк батутсем çинче ярăнчĕç,  сикрĕç. . .  Лашасем çине ларса та çӳрерĕç, пĕчĕк автомашинăсен рулĕ-  сем умне те ларчĕç.  Юрра-ташша юратакансем валли пĕчĕк сцена ĕçлерĕ.  Унта район центрĕнчи ача сачĕсене çӳрекенсем çеç мар ялтан килнисем те алла микрофн тытса юрăсем шăрантарма пултарчĕç.  Хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне ачасем тĕрлĕ вăйăсенче те тĕрĕслерĕç.   «Точка роста» центра çӳрекенсем хатĕрленĕ япаласемпе паллашма та интереслĕ пулчĕ.  Ачасем валли хатĕрленĕ вăйăсемпе аттракционсен программи пуян та анлă пулчĕ.

Кăçалхи Акатуйăн спорт программи те яланхи пекех пуян пулчĕ.  Ялта, уйрăмах çу кунĕсенче, ача-пăча велосипед çинчен анмас та.  Анчах та çак спорт енĕ пирĕн районта хальлĕхе анлă сарăлсах кайман.  Çапах та унта хутшăнас кăмăллисем чылайăн пулчĕç.  Кунти хĕрӳ кĕрешӳре хĕрсем хушшинче Канаш хулинчен килнĕ К. Хрисанова мала тухрĕ.  Д. Алимова (Шурут) иккĕмĕш, Д. Саитмамедова (Канаш) виççĕмĕш пулчĕç.  Чĕчкен ялĕнчен килнĕ А. Зейнетдинов каччăсем хушшинче мала тухрĕ.  Комсомольскинчи Д. Захаровпа М. Степанов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Алă вăйне виçес енĕпе 74 килограмчченхи виçере  малтанхи виçĕ вырăна Р. Хамбиков, И. Гималетдинов, Д. Ефимов çĕнсе илчĕç.  74 килограмран пысăкрах виçере А. Семенов çĕнтерчĕ.  А. Атакаевпа Э. Карпов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене юлчĕç.  Хĕрсенчен М. Белова чи вăйли пулчĕ, тĕп парнене çĕнсе илчĕ.  Л. Алапова иккĕмĕш, С. Школьникова виççĕмĕш вырăнта пулчĕç.

Пляж волейболĕ енĕпе хĕрсен «Шурут_1» команди чи пултарулли пулчĕ, «Шурут_2» команда иккĕмĕш вырăнта.  Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн «Кĕтне» команди виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.  Каччăсенчен «Шурут-1» команда ăстарах вылярĕ, мала тухрĕ.  «Шурут_2» тата Хирти Мăнтăр командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăна юлчĕç.

Мини-футбол вăййисем те хĕрӳ иртрĕç.  Кунта «Гигант» команда çĕнтерӳçĕ пулса тăчĕ.  Иккĕмĕш вырăна «Урмай» команда алăран вĕçертмерĕ, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди виççĕмĕш пулчĕ.

Мĕн авалтанах кĕрешӳ Акатуйăн чи хумхантаракан тапхăрĕ пулнă.  Кăçал та кавир çинчи кĕрешӳсем чылайччен тăсăлчĕç.  Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем хушшинче тĕрлĕ виçесенче малти вырăнсене  С. Галимзянов, А. Мадюков, А. Трофимов (пурте Комсомольскисем), И. Шакмаковпа Н. Шакмаков (иккĕшĕ те Хырхĕррисем), А. Дяткин (Комсомольски), Д. Яндровпа Г. Катмаков (иккĕшĕ- те Асанкассисем), А. Павлов (Аслă Чурачăк),       Д. Чумаков (Асанкасси), А. Андреев (Комсомольски), А. Тимофеев (Аслă Чурачăк), Д. Маргиданов (Асанкасси), Б. Галимзянов (Комсомольски),     С. Сахров (Урмаел), М. Филиппов (Çĕнĕ Мăрат), Д. Егоров (Анат Тимĕрчкасси), Р. Яснопольский (Комсомольски),  Г. Школьниковпа Д.  Герасимов (иккĕшĕ те Асанкасси), В. Петров (Анат Тимĕрчкасси), Н. Петров (Патăръел), Е. Давыдов (Комсомольски), Е. Козлов (Анат Тимĕрчкасси), И. Николаев (Аслă Чурачăк), К. Калашников (Асанкасси), Р. Алимов (Комсомольски) çĕнсе илчĕç.  Наци кĕрешĕвĕнче пурне те çĕнтерсе Патăръелĕнчен килнĕ  Р. Кардонов тĕп парне хуçи пулса тăчĕ.  Анат Тимĕрчкассинчи Е. Козловпа Аслă Чурачăкри И. Николаев иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Акатуя илем кĕртекенни вăл —  утсем чуптарни.  Ку тупăшу та мĕн авлтанах пырать.  Лашасем чупма пуçлас умĕн çумăр çуса кайнине пула ăмăртăва каярах вăхăта куçарни  те курма килнисене пăшăрхантармарĕ, чăннипех те çак спорт енне кăмăллакансем чупусем вĕçленичченех саланмарĕç.  Лашсен чупăвне Комсомольски, Патăрьел, Канаш  районĕсен хастарĕсем хутшăнчĕç.  Хĕрӳ  тупăшура  «Урожай» колхоз  лашисем палăрчĕç.   Юланутçăсем хушшинче вĕсем пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмерĕç,  тачанкăпа чупакансен хушшинче «Кольдо-ойс» лаша финишра пĕрремĕш вырăна кăштах çеç выляса ячĕ, иккĕмĕш вырăна  тивĕçрĕ.   Вĕсем çĕнтерӳçĕсен йышне лекме  пултарни чăннипех те район çыннисене хăпартлантарать.  

Пĕтĕмлетсе каласан, уяв питĕ хаваслă, асра юлмалла иртрĕ.  Кашниех кунта кăмăл туличчен савăнма, хăйĕн пултарулăхне кăтартма пултарчĕ.  Çынсем килелле савăк кăмăлпа утрĕç.  

Ю. Гаврилов, А. Ефремова.  

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *