Воскресенье, 5 мая

Вĕсем ачаш,  черчен чунсем

 

Ачасемпе тĕрлĕ енлĕ аталанма пултарччăр,  вăхăтне савăнăçлă та усăллă иртерччĕр тесе район центрĕнчи «Колосок» ача садĕнчи воспитательсем чылай ĕç тăваççĕ. Куллен ачасемпе занятисем ирттернипе пĕрлех тĕрлĕ мероприятисем те йĕркелеме тăрăшаççĕ. Районта,  республикăра ирттерекен конкурсемпе фестивальсене,  ăмăртусене те хутшăнаççĕ.

Коллективра хăйсен ĕçне пĕлсе тăвакан,  пĕчĕккисене чунтан юратакан,  вĕсемшĕн чунне пама хатĕр çынсем вăй хунипе пулĕ ачасем те пултаруллă. Кăçал кунта çӳрекенсен çамрăк йĕлтĕрçисем «Лыжня России — 2022» тупăшура шкул çулне çитмен районти ачасем хушшинче 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. «Сударыня Масленница — 2022» конкурсра А. Алексеева,  С. Алексеев ăсталанă пуканесене жюри лайăх хак пачĕ,  вĕсем çĕнтерӳçĕсем пулса тăчĕç. А. Пыркинапа М. Соколов та кунта палăрчĕç. Вырăссен паллă ача-пăча писателĕ К.Чуковский 140 çул çитнине халалласа унăн произведенийĕсем тăрăх ачасем спектакль хатĕрлесе лартса пачĕç.

Садике çӳрекенсем районта ирттерекен «Хунав» конкурс-фестивале çулсеренех хастар  хутшăнаççĕ. Çакă ачасемшĕн тăван чĕлхене юратма,  халăх йăли-йĕркине хисеплеме вĕрентес тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Асамлă юмах тĕнчи» номинацире 6 çулхи Ульяна Степанова,  Руслан Наумов,  Елизавета Козлова,  Савелий Скворцов чăваш халăх юмахне кăтартса (ертӳçисем З.В.Ксенафонтова,  В.О.Сенатова) малти вырăн йышăнчĕç. «Илемлĕ чăваш юрри» номинацире 5 çулхи Амина Шамсутдинова,  Амина Мухаметзянова,  Анита Степанова,  Мелина Гайнутдинова (ертӳçисем А.М.Федосеева,  И.В.Полякова,  А.З.Кисилева) палăрчĕç. «Янра сăввăм» номинацире 3 çулхи Варвара Самуковапа (ертӳçисем Н.П.Долгова,  Е.В.Григорьева) 6 çулхи Ульяна Степанова  мала тухрĕç.

Пирĕн ача садне çӳрекенсем Çĕнтерӳ уявне те ашшĕ-амăшĕпе пĕрле хастар уявларĕç. Ачасем районта йĕркеленĕ «Тебе,  Великая страна! Тебе,  Великая Победа» онлайн фестиваль-конкурсра та çĕнтерӳçĕсен йышне кĕчĕç.

Ачасен пурнăçĕ хаваслă та савăнăçлă ирттĕр тесе туса ирттерекен пур ĕçсене те асăнса та пĕтерме  çук пулĕ. Çулталăкри пур уявсем ячĕпе те мĕнле те пулин мероприяти йĕркелеме тăрăшатпăр. Кунта ачасем хăйсене килти пек туйччĕр,  тунсăхласа ан ларччăр тесе воспитательсем хăйсенчен мĕн килнине йăлтах тăваççĕ. Вĕсем пурте опытлă,  7-шĕн ĕç стажĕ 20 çултан та иртет. Пирĕн патра ĕçлекен Алина Владимировна Бурлакова кăçал «Воспитательница года — 2022» конкурсăн районти тапăхăрĕн çĕнтерӳçи пулса тăчĕ. Коллектива нумай çул ĕнтĕ Светлана Юльяновна Токмакова ăнăçлă ертсе пырать.

Ачасем— питĕ черчен чунсем. Вĕсене хӳтĕлесси,  аталанма пулăшасси,  çĕршыва юрăхлă çынсем туса ӳстересси — аслисен тивĕçĕ. Çакна питĕ лайăх ăнланса тăрăшаççĕ пирĕн ĕçченсем.

Т.Каримуллина.

 

.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *